Ялшăн тăрăшаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.10.2025, 08:40 Просмотров: 187

Ялта тăрăшуллă çынсем пулни аван. Вĕсем тăван тăрăх аталанăвне пысăк тÿпе хываççĕ.

Акă, Чăрăшкас Мăратри пĕртăван Григорьевсем те ырă ĕç тума шут тытнă. Ялта Юлтук пĕви текен вырăна тасатнă. Ăна экскаваторпа çичĕ метр таран чавтарнă.

Пĕве - ялшăн питĕ кирлĕ объект. Хур-кăвакал çÿретнисĕр, выльăх-чĕрлĕхе шăварма май пулнисĕр пуçне вăл хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Çитменнине, пĕвене тасатни тавралăха та илем кÿрет. Çавăнпа та ял çыннисем Александрпа Владимир Григорьевсене тав тăваççĕ. Хăйсем хушшинче хастарсем пулнишĕн савăнаççĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика