2026 çул вĕçне Чăваш енре аварийлă тесе йышăннă 20 çуртра пурăнакана куçарĕç. Çакăн пирки «тÿрĕ лини» вăхăтĕнче республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтерчĕ.
Программăна 2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн çĕрĕшнĕ тесе йышăннă çуртсем кĕнĕ. Унăн пĕрремĕш тапхăрĕ çитес çул пурнăçа кĕрĕ. Ун шучĕпе 20 çуртри 256 çын çĕнĕ хваттерлĕ пулмалла.
Пĕрремĕш тапхăрта ĕçсене пурнăçлама 368,1 миллион тенкĕ пăхнă. Вăл шутран 231,7 миллион тенки - Территорисен аталанăвĕн фончĕн укçи-тенки, 136,4 миллион тенки - республика тата вырăнти бюджетсен.
Çитес çул программине пилĕк муниципалитет кĕнĕ. Вăл шутра - Вăрнар округĕ те. Планпа поселокри Ашмаров урамĕнчи 6-мĕш тата Путевая урамри 23-мĕш çуртри çынсене пурăнмалли çĕнĕ вырăнпа тивĕçтерме палăртнă.
Пĕтĕмпе вара республикăра 2017-2022 çулсенче 301 нумай хваттерлĕ çурта аварийлă тесе йышăннă. Вĕсенче 6 пине яхăн çын пурăнать.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Ноябрь 2025 |
