Çур хакне каялла тавăрнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.10.2025, 08:39 Просмотров: 289

Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене тĕрлĕ пулăшу мерисемпе тивĕçтереççĕ.

Вĕсенчен пĕри - çемьери пĕр ачана тÿлевлĕ вĕрентнишĕн çур хакне каялла компенсацилесси. Ку çăмăллăха «Çемье» наци проекчĕ йĕркипе йышăннă, постановление кăçал апрелĕн 22-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ.

Тÿлевлĕ вĕреннĕшĕн компенсацие нумай ачаллă çемьери пĕр ачашăн кăна илме пулать. Тĕп услови - студентăн 2025-2027 çулсенче очно майпа республикăра вырнаçнă колледжсемпе вузсенче вĕренмелле. Бакалавриат, магистратура, специалитет, интернатура, аспирантурăпа ординатура программисем перечене кĕреççĕ.

2025 çулта ку пулăшу мерипе республикăри 168 çемьене 2,5 млн тенкĕлĕх тивĕçтернĕ. Компенсаци илме заявленисене Нумай функциллĕ центрсенче йышăнаççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика