Ĕçĕпе, хастарлăхĕпе ят-сум çĕнсе илнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.09.2024, 15:18 Просмотров: 103

Пултаруллă çын хăйне шаннă кирек мĕнле тивĕçре те пултаруллă. Ун пеккисем пирĕн обществăн шăнăрĕ, ыттисене ырă та усăллă ĕçсемпе пĕрлештерекенсем пулса тăраççĕ. Çемйисенче килĕшÿпе татулăха тытса пыраççĕ, профессире те маттур, обществăлла кирлĕ ĕçсенче те яланах малтисен йышĕнче.

Çак хастарсен ретне, акă, Чăрăшкас Мăратри Иван Георгиевич Яковлева та тивĕçлипе кĕртме пулать. Ĕç-хĕлĕнче чăн-чăн профессионал, Вăрнар округĕн Обществăлла палатин членĕ, çар-патриотлăх юхăмне çĕклекенĕсенчен пĕри...

Иван Георгиевичăн кун-çулĕ ?çак кунсенче вăл 60 çул тултарать% мĕн пурнăç тăршшĕпех тăван тăрăхĕпе уйрăлми çыхăннă. Чăрăшкас Мăратра çуралса ÿснĕскер, Кăмашри шкулта пĕлÿ пухнă, каярахпа Вăрнарти совхоз-техникумра ветеринари фельдшерĕн специальноçне илнĕ. Çара кайма ят тухиччен «Колос» совхозра тăрăшнă.

Çĕршыв хÿтĕлевĕнче пулнă вăхăта вара Иван Георгиевич уйрăмах пысăк хавхаланупа аса илет. Чикĕсен хÿтĕлевĕнче пирĕн ентеш Хĕрлĕ Ялавлă Райчихинск погранотрядăн тытăмĕнче тăнă. Служба, тĕпрен илсен, «Асташиха» улттăмĕш заставăра иртнĕ, комендант взводĕнче - отрядăн ветврачĕн должноçĕнче тата 4-мĕш уйрăмăн командирĕнче. Тĕслĕхлĕ службăшăн вăл I тата II степень «Отличник погранвойск» паллăна тивĕçнĕ.

- Службăна погранçарсенче ирттерме тÿр килнипе чăннипех те мухтанатăп. Маншăн тата юлташăмсемшĕн май уйăхĕн 28-мĕшĕ - Пограничниксен кунĕ - чи кĕтнĕ те хаклă уяв. Хама 2019 çулта Вăрнар тăрăхĕнчи ветеран-пограничниксен «Щит Родины» обществăлла организацийĕн председательне суйласан та çак шанăçа пысăк яваплăха туйса йышăнтăм, пограничниксен юхăмне пуçарса янă Владимир Михайлов ĕçне малалла та тивĕçлĕ тăсăпăр тесе сăмах патăм, - пĕлтерчĕ Иван Георгиевич.

Сăмахне пултаруллă ертÿçĕ чăннипех те тытать, шанăçа тÿрре кăларса пырать. Ĕçĕсенчен куратпăр, вăл çул кăтартса пыракан «Щит Родины» пĕрлĕх - çар-патриотлăх анинче чи активлă тимлекенсенчен пĕри. Ветеран-пограничниксем, акă, хăйсен вăйĕпе СВО участникĕсене тĕрлĕрен çар оборудованийĕ, йăлара кирлĕ япаласем, эмелсем ăсатса нумай пулăшаççĕ. Çавăн пекех Вăрнар тăрăхĕнчи обществăлла мероприятисенче, çамрăксемпе тимлессипе тата ытти тивĕçсенче хастарлăх кăтартаççĕ вĕсем.

Пултаруллă çын яланах ÿсĕмлĕ тенине çирĕплетсе, Иван Яковлев профессиллĕ ĕç-хĕлĕнче те ырă ят çĕнсе илнинчен тĕлĕнмелли çук. 1988 çултанпа пĕр улшăнми вăл «Газпром трансгаз Нижний Новгород» обществăн филиалĕнче «Кумаши» ГРС операторĕнче тимлет. Тухăçлăрах ĕçлес, организаци аталанăвне пысăкрах тÿпе хывас тесе ăнтăлать яланах. Хăйĕн специальноçĕ енĕпе пĕлĕвне пĕрмаях ÿстерсе пыма тăрăшать. «Вуншар çул хушшинче Иван Георгиевич рационализаторла шухăш-сĕнÿсемпе сахал мар тухнă, вĕсемпе ГРС оборудованине ĕçлеттерме ăнăçлă усă кураççĕ», - теççĕ ун пирки ĕçтешĕсем те.

Опытлă специалист - çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх. Организацие килекен стажерсемпе студентсемшĕн вăл яланах наставник вырăнĕнче. Нихăçан та çамрăксене пулăшма ÿркенмест, хăй мĕн пĕлнине пĕтĕмпех вĕрентет, нумай çул хушшинче пухăннă паха опытне ыттисемпе пайлать. Çавăнпах ĕнтĕ коллективра уйрăм хисепре.

Унăн профессири ÿсĕмĕсене тĕрлĕ шайра палăртни те çирĕплетет. Сумлă наградисем хушшинче - «Чи лайăх ГРС операторĕ» професси ăсталăхĕн дипломĕсем, «Газпром» обществăн «ГТНН» филиалĕн Тавĕ, Раççей Энергетика министерствин Тавĕ. Вĕсемпе ăна газ промышленноçĕн, çĕршывăн топливо-энергетика комплексĕн аталанăвне курăмлă тÿпе хывнăшăн чысланă. Ку сферăри пысăк профессионализмшăн, акă, Иван Георгиевич халĕ Раççей Энергетика министерствин тепĕр наградине - Хисеп грамотине - тивĕçнĕ.

Каламалла, мăшăрĕпе пĕрле вĕсен ГРС-ри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 52 çулпа танлашать. Алевтина Васильевна та ку тытăмрах 16 çул иккĕмĕш операторта тăрăшнă. Çапла кил тĕрĕшре те, ĕçре те пĕрле туслă, килĕшÿллĕ. Чăннипе çирĕп çемье çавăрнă, виçĕ ача çуратса ÿстернĕ Яковлевсем. Халĕ вĕсен тата мăнукĕсен ÿсĕм-çитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăнаççĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика