Вак укçана - ĕçе!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.11.2026, 10:08 Просмотров: 7

Çакăн пек чĕнÿпе çĕршывра кĕркуннехи «Монетная неделя» акци пырать. Вăл, Раççей Банкĕ пуçарнăскер, ноябрĕн 7-мĕшĕч-чен тăсăлать.

Чылай çын вак укçапа ытлашши усă курмасть, çавăнпа та вĕсем пухăнса каяççĕ те ахалех выртаççĕ. Шăпах та вĕсене çаврăнăша тавăрма ĕнтĕ йĕркеленĕ те ку акцие.

Чăваш ен Финанс министерстви ăнлантарнă тăрăх, монетăсене хут укçапа улăштарма е килсе панă чухлĕ суммăна хăвăн счет çине куçарттарма банксен уйрăмĕсенче тата «Магнит», «Пятерочка» суту-илÿ сечĕсенче тата Чăвашпотребсоюзăн хăшпĕр суту-илÿ вырăнĕсенче пулать.

Сăмах май, çуркуннехи ку акци вăхăтĕнче пирĕн республика çыннисем 226 пин ытла монета, пĕтĕмĕшле 1,1 миллион ытла тенкĕлĕх пухнă. Пĕлтĕр - 2,7 миллион тенкĕлĕх 680 пин ытла тимĕр укçа. 2025 çулта çынсем икĕ акци тапхăрĕнче килсе панă вак укçан виçи 3 тонна енне пулнă.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика