Чăваш енре «Ниме - халăх бюджечĕ» программăпа кăçал 5 млрд тенкĕлĕх 1800 пуçарăва ĕçе кĕртеççĕ. Чи кирли тата пĕлтерĕшли - çак проектсене çынсем хăйсем суйлани.
Ялсенче ĕçсене 80: енне пурнăçланă, хуласенче - 70:. Çулталăк пĕтиччен нумаях юлмарĕ, çавăнпа та вăхăта тăсса ямасăр объектсене вĕçлемеллине, пĕтĕмĕш-ле лару-тăру çирĕп тĕрĕслевре пулнине палăртнă республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. 2027 çул валли программăна йĕркеленĕ чухне вырăнта обязательствăсене мĕнле пурнăçланине шута илĕç.
Вăрнар округĕнче кăçал «Ниме - халăх бюджечĕ» программăпа чылай объекта хута янă ĕнтĕ. Юпа уйăхĕнче Упнерте çул-йĕрĕн икĕ участокĕнче юсав ĕçĕсене вĕçленĕ. Березовка урамра 300 метр, Овражная урамра 490 метр тăршшĕ çула хытă чул сарса çĕнетнĕ. Ĕçсен пахалăхне «Халăх тĕрĕслевĕ» парти проекчĕпе хакланă.
Хамăр инф.
Ноябрь 2026 |
