Каникулта - интереслĕ çулçÿревре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 05.11.2026, 10:10 Просмотров: 7

Кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче Вăрнар округĕнчи ылмаштаракан çемьесен кураторĕ Н.Матвеева администрацин вĕрентÿ пайĕпе пĕрле ача усрава илнĕ çемьесем валли Йĕпреçри уçă тÿпе айĕнчи этнографи музейне экскурси йĕркеленĕ.

Музей территорине кĕрсенех 19 ĕмĕр вĕçĕнчи, 20 ĕмĕр пуçламăшĕнчи яла лекнĕн туйăнать: йывăç пÿртсем, кĕлетсем, хура мунча, çил арманĕ, тимĕрçĕ лаççи, тăрна евĕрлĕ çăл. Хуралтăсем илемлĕ вырăнта - йывăçсем хушшинче - вырнаçнă. Инçех мар кĕпер хунă пĕве. Çутçанталăк илемĕпе киленнĕ май Йĕпреç музейĕн сотрудникĕ чăваш халăхĕн авалхи пурнăçĕ пирки каласа кăтартнă. Çемьесем малтан йăлара усă курнă ĕç хатĕрĕсене, кил-тĕрĕшри савăт-сапана курса пахаланă.

Çар мухтавĕн пÿлĕмĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсен портречĕсен галерейипе паллашнă. Алексей Петрович Маресьев легендарлă летчика халалланă экспозици пуриншĕн те кăсăклă пулнă. Совет Союзĕн Геройĕ, йывăр аманнăскер, Йĕпреçе лекнĕ. Кунта вырнаçнă çар авиаци шкулĕнче вăл протезсемпе çĕнĕрен вĕçме вĕреннĕ. Тепĕр курав «Лĕпĕшсем тата нăрăсем» ятпа иртнĕ. Коллекцине Шупашкарти этномолог Сергей Карпеев пухса хатĕрленĕ. Ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем пĕтĕм тĕнчери ахаль тата сайра тĕл пулакан хурт-кăпшанкăсене пăхса тĕлĕннĕ. Курав çутçанталăк тĕнчи çав тери илемлĕ тата пуян пулнине ăнланса илме пулăшнă.

Пĕчĕк çулçÿрев пурне те кăмăла кайнă. Çемьесем Йĕпреç музейĕнче тимлекен Надежда Климовича ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн, интереслĕ экскурсишĕн, çавăн пекех вĕрентÿ пайĕн пуçлăхне Ирина Казенована транспортпа пулăшнăшăн тав тăваççĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика