Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ пĕтĕмпех этем, ун ырлăхĕ, республика пуласлăхĕ тавра йĕркеленчĕ. Экономика, социаллă политикăри ырă улшăнусемпе пĕрлех вăл гражданла пĕрлĕхе çирĕплетесси тĕпре пулнине палăртрĕ.
Çырăва куçăмăн итлеме Надежда Никандрова ертсе пынипе Вăрнар округĕн делегацийĕ те хутшăнчĕ.
СВО, патриотизм
Хăйĕн калаçăвне Олег Николаев пĕрлĕх теминчен пуçларĕ. Шăпах та пĕр чăмăрта пулни çĕршыва паян усал вăйсене хирĕç çирĕппĕн тăма май парать. Ахальтен мар ĕнтĕ кăçалхи çул Раççейре те, Чăваш енре те халăх пĕрлĕхĕн, туслăхĕн пĕлтерĕшне тарăнрах ăнланма май пачĕ.
Ятарлă çар операцине пулăшас ыйту малти вырăна тухрĕ. Олег Николаев унта хутшăнакан кашни çар çыннине паттăрпа танлаштарчĕ. Çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунисене шăп тăрса асăнма ыйтрĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Ноябрь 2026 |
