«Тавралăха каç сĕмĕ çапсан талăкра мĕншĕн 24 сехет çеç-ши тесе шухăшлатăп. Ытларах пулнă-тăк тата мĕн чухлĕ ĕç туса ĕлкĕреттĕм. Уйрăмах çулла вăхăт иртнине сиссе юлаймастăн. Хĕвелпе пĕрле вăрансан та кун тăршшĕ çителĕксĕр», - чунри шухăшĕсене пытармарĕ Пăваялĕнче пурăнакан Надежда Курсова унпа тĕл пулса калаçнă май.
Сцена çинче хăйне телейлĕ туять
Надежда Юрьевна Кĕçĕн Кипек тăрăхĕнче те, Вăрнар округĕнче те ырă ят-сум çĕнсе илнĕ. Вăл тĕлĕнмелле ĕçчен, пуçаруллă, пултаруллă, маттур, уçă чунлă чăваш хĕрарăмĕ. Ырă та ăшă сăмах тата нумай калама пулать ун пирки. Хăйĕн пурнăçне чăваш халăх культурине аталантарас ĕçе халалланă. 15 çула яхăн Пăваялĕнчи клубра тăрăшнă, юлашки çулсенче Кĕçĕн Кипекри культура çурчĕн заведующийĕнче вăй хурать. Ку енĕпе ятарлă пĕлÿ илмен пулин те.
- Эпĕ хама мĕн астума пуçланăранпах юрлама кăмăллатăп. Тăвансем каланă тăрăх, радиопа янратакан юрăсене пĕчĕк чухне 1-2 хут итлесех вĕреннĕ. Шкула кайсан вара сцена çинчен анман тесен те юрать. Кашни уяв тĕлне концерт лартаттăмăр, пĕринчен те юлман. Канашри медучилищĕне вĕренме кĕрейменрен Шупашкара çул тытрăм. Кунта çĕвĕçĕ профессине алла илтĕм. Эпĕ ăс пухнă училищĕре Трактор тăвакан завод валли специалистсене хатĕрлетчĕç. Çак предприятин халăх хорĕ пурччĕ. Ăна паллă композитор Авраам Бурундуков ертсе пыратчĕ. Çапла пĕрре вăл хорта юрламашкăн студентсене чĕнме килчĕ. Эпир пурте килĕшсе кар! алă çĕклерĕмĕр. Кашнине итленĕ хыççăн Авраам Федорович ушкăнран икĕ çынна суйларĕ. Вĕсенчен пĕри эпĕ пулнишĕн çав тери савăнтăм. Сцена çинче хама телейлĕ туятăп, - юрă-кĕвĕ тĕнчипе яланах çывăх пулнине каларĕ Надежда Юрьевна.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Оксана СЕМЕНОВА
Ноябрь 2026 |
