Кулач çиес килсен кăмака çинче выртма юраманнине аван ăнланать Авăрçырми ялĕнчи Михаил Макаров, çавăнпа пĕр куна та усăсăр ирттермест, вăхăчĕ ялан унăн ĕçпе çыхăннă. Мăшăрĕпе Лариса Леонидовнăпа тул çутăласса нихăçан та кĕтсе выртмаççĕ, ирхи тăваттăрах ура çинче вĕсем.
«Ялта хĕвел те иртерех тухать, çавăнпа çывăрса выртмалли çук», – терĕ шÿтлерех Михаил Никитич. Макаровсем килти хуçалăхра икĕ ĕнепе пăру тытаççĕ, чăхсемпе кăвакалсем те пур. Кил хуçи арçынĕ каланă тăрăх, ĕне пулмасан выçса вилме те пулать. Хальхи вăхăтра патшалăха куллен сĕт параççĕ те – укçи-тенки те килет. Паллах, выльăх усрама çăмăл мар: утă-улăмне те, тыррине те çителĕклĕ хатĕрлемелле. Ÿркенмесен вара пĕтĕмпех пулать. М.Макаров çу каçипех мотоблокран уйрăлмасть. Унпа утă та çулать, тавăрать те. Ĕçе çăмăллатас тĕллевпе тĕрлĕ агрегатсем туяннă. «Халь темиçе çул каялли пек алла çава тытмастпăр, уйри утта кĕреплепе те тавăрса çÿреместпĕр, мĕншĕн тесен пĕчĕк техникăпа ĕçлеме хăнăхса çитрĕмĕр. Чăн та мотоблокпа хăвна çăмăл, ĕç те хăвăртрах пурнăçланать», – пĕлтерчĕ Авăрçырми арçынĕ.
Михаил Макаров ял пурнăçне ачаран килĕштернĕ. Шкул пĕтерсен хăшпĕр тантăшĕсем пек хулана кайман, Калининăри профессипе техника училищинче тракториста вĕренме пуçланă. Çулталăкран техникăпа ĕçлеме ирĕк паракан удостоверение алла тытнă. Анчах училище хыççăн яла юлсан та тракторист ĕçне кÿлĕнмен, ун вырăнне строительство бригадине вырнаçнă. Хуçалăхри хуралтăсене çĕнетесси малти вырăна тухса тăнă. Ĕçре тăрăшулăхпа палăрнă, мĕн хушнă – çавна пурнăçланă. Вăхăт малаллах шунă. Михаил Никитич вăтăра та çитнĕ, апла пулин те мăшăрсăр пурăннă.
«Тăвансем пĕрмаях авланма сĕнетчĕç. Лайăх хĕр тупăнсан тÿрех туй тăватăп тесе калаттăм вĕсене. Кăмпалти Ларисăпа ку ял çынни паллаштарчĕ. Вăл ял тăрăхĕн администрацийĕнче специалистра ĕçлетчĕ. Чипер хĕрпе пĕр чĕлхе тупма май килчĕ. Пĕр-пĕринпе час-часах курнăçма пуçларăмăр. Кăмпал ялне каçхине каяттăм. Çурранах утаттăм. Тĕл пулсан тĕрлĕ сăмах-юмах хускататтăмăр. Вăхăта нумая тăсса яма шутламарăмăр, пĕрлешесси пирки калаçса татăлтăмăр. Çапла вара паллашнăранпа ик-виç уйăх иртрĕ-и, – туй туса çемье çавăртăмăр. Лариса манран тăватă çул кĕçĕнрех. 1990 çултанпа пĕр-пĕрне савса пурăнатпăр, – иртнине аса илчĕ М.Макаров.
Шăпа пÿрни вăтăр иккĕре тупăннă пулсан та хăйне телейлĕ тесе шутлать çемье пуçĕ. Мăшăр икĕ ачана кун çути парнеленĕ. Макаровсем хăйсен хастарлăхĕпе ĕçченлĕхне, сăпайлăхĕпе çынлăхне ывăлĕсене панă. Халĕ иккĕшĕ те хулара, юратнă ĕçĕсене те тупнă. Канмалли кунсенче ашшĕпе амăшĕ патне килсе кайма вăхăтне тупаççех. Ялта чухне тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенешкел иккĕшĕ те ĕçчен.
«Пĕрлешнĕ çулхинех мăшăрпа хамăр вăй-хала шанса çĕнĕ çурт тума пуçларăмăр. Малтанхи çул стенасене кирпĕчрен купаларăмăр та хыççăнах тăрă турăмăр. Тепĕр çулхине шалти ĕçсене пурнăçларăмăр. Кивви юнашарахчĕ те – çĕннине куçиччен унта пурăнтăмăр. Тĕрĕссипе илсен, стройка ĕçĕ паянхи кун та пĕтмест. Кăçал акă пÿрт тăррине улăштартăмăр, веранда турăмăр, çавăн пекех гараж стенисене те çĕклерĕмĕр. Ăнланулăхпа килĕшÿре пурăннăран ĕçе ăнăçтарса пыратпăр. Пĕр-пĕрне пулăшни вăй-хăват, хавхалану кÿрет», – калаçу çăмхине сÿтрĕ Михаил Никитич.
Вăл хуçалăх арканнăранпа кил таврашĕнче ĕçлет. Кĕркуннерен пуçласа çуркуннеччен Чăрăшкас Хирлеп шкулĕнче газ операторĕнче тимлет. Мăшăрĕ – Лариса Макарова Малтикас Ялтăра ферминче тăрăшать.
«Тар тăкмасăр нимĕн те пулмасть. Çĕрĕ виçĕ гектара яхăн, çавăнпа çулла ĕçĕ сахал мар. Чи кирли – сывлăх пултăр», – терĕ 59-ти арçын.
Çуллахи ĕçпе кăна хĕл тутă пулнине пĕлет М.Макаров. Мăшăрĕпе ачисем тĕрев шутланаççĕ. Пурнăçăн анлă сукмакĕпе пĕрне-пĕри ăнланса утаççĕ.
Юрий КОРНИЛОВ.
Ноябрь 2024 |