Кивçурт-енĕшсем космонавтика ветеранĕпе мухтанаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.09.2019, 08:48 Просмотров: 536

Этемлĕх космоса пăхса мĕн ĕлĕкренех ăмсаннă. Анчах та 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче çеç вырăс ученăйĕ Сергей Циолковский хăй шутласа кăларнă ракетăпа тĕнче уçлăхне çитме пултарассине ăнлантарса панă.

Çак теорие тĕпе хурса Совет Союзĕн паллă конструкторĕсем Сергей Королев, Валентин Глушко тата ыттисем космоса хăпарма ракета ăсталаса тĕрĕслеççĕ. 1961 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче тĕнчере пĕрремĕш хут Юрий Гагарин космонавт тĕнче уçлăхне вĕçсе, çĕр чăмăрĕ тавра çаврăнса çĕр çине ăнăçлă анса ларсан космонавтикăн çĕнĕ эри пуçланса каять. Каласа хăвармалла, хамăр ентеш, чăвашăн мухтавлă ывăлĕ, виççĕмĕш космонавт Андриян Григорьевич Николаев та (кăçалхи сентябрьте вăл çуралнăранпа 90 çул çитнине анлă паллă турĕç) космоса парăнтарнă.

Вĕçев аппарачĕсене, спутниксене тĕнче уçлăхне çĕклеме пултаракан хăватлă ракетăсене пула кăна çĕр гравитаци вăйĕнчен уйăрса ирĕк космоса тухма май парать. Кунта çакăн пек ракетăсен двигателĕсене тăвакан отрасльти ăста специалистсен тÿпи те пысăк. Вĕсене пула ĕнтĕ эпир паянхи кун та космоса тĕпчес ĕçре малти ретре пыратпăр. Çакнашкал çынсенчен пĕри вăл – космонавтика ĕçĕн ветеранĕ Раиса Николаевна Сергеева. Вăл Кивçурт Енĕш ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕ – Николай Сергеевич Сергеев – нумай çул «Звезда» колхозри машинăпа трактор паркĕн мастерскойĕн заведующийĕнче ĕçленĕ, амăшĕ Калерия Игнатьева ĕмĕрĕпех почтальонкăра тимленĕ.

Енĕшри шкулта вĕреннĕ чухнех математика предметне уйрăмах тăрăшуллăн ăса хывнă хĕр. Çавăнпа ăна Шупашкарти математикăпа физика предмечĕсемпе хатĕрлекен ятарлă шкул-интернатра вĕренме суйласа илнĕ. Кунта вĕреннĕ вăхăтсене ăшшăн аса илет Раиса Сергеева. «Пĕрле вĕреннĕ ачасем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлеççĕ пулин те яланах çыхăну тытатпăр. Ăслă-тăнлă ачасем вĕренетчĕç çак шкулта. Калăпăр, пĕр вăхăтра Етĕрнерен Владимир Свешников ăс пухатчĕ, хальхи вăхăтра вăл «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕнче тимлет», – аса илет Раиса Сергеева.

1975 çулта вăл экзаменсене ăнăçлă тытса çĕршыври чи паллă вĕренÿ заведенине – Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн шутлав математикин тата кибернетика факультетне кĕрет. Мĕн тери пысăк савăнăç пулнă ашшĕ-амăшĕн, тăванĕсен, ял-йышăн. Мĕнле пысăк çĕре вĕренме кĕме пултарнă-çке ял хĕрачи!

Диплом илсен 1981 çулта Мускав облаçĕнчи Химки хулинче вырнаçнă тĕнчипе паллă В.П.Глушко академик ячĕллĕ «Энергомаш» наукăпа производство пĕрлешĕвне вырнаçать. Унта космоса вĕçмелли хăватлă, тĕнчери чи шанчăклă ракетăсен двигателĕсен тĕрлĕ модификацисене хатĕрлесе, ятарлă лабораторисенче тĕрĕслесе кăлараççĕ. Питĕ пысăк квалификациллĕ ученăйсем ĕçлеççĕ ку стратегиллĕ предприятинче.

– «Энергомаш» предприятие йĕркеленĕренпе кăçал 90 çул çитрĕ, – калаçăва тăсать Раиса Сергеева.

Двигательсем пирки кăсăклă каласа парать.

– Акă, калăпăр, РД-180 шĕвек топливăпа ĕçлекен двигательсемпе СШАан «Атлас» ракетисем вĕçеççĕ. Пирĕн пек шанчăклă двигательсем вĕсем хальлĕхе кăлармаççĕ-ха, – тет Раиса Сергеева. – Европăри çĕршывсем, Китай вĕсене хапăл туса туянаççĕ. Çитес вăхăтра РД-171МВ тĕрĕслеврен кĕске вăхăтра тухмалла. Шутласа пăхăр-ха, ун хăвачĕ 230 пин лаша вăйĕпе танлашать! 20–30 тонна таран космоса кирлĕ материалсем пĕр харăс çитерме пултарать. Тĕнчере унашкалли урăх çук.

Пирĕн ентеше производствăра лайăх ĕçленĕшĕн В.П.Глушко ячĕпе хисепленекен лауреат ятне панă.  

«Аса илмелли нумай... Паллă космонавтсем яланах килсе çÿретчĕç пирĕн предприятине, тĕлпулусем иртетчĕç», – тет вăл.

Паянхи кун Раиса Сергеева тивĕçлĕ канура. Мускав облаçĕнчи Химки хулинче пурăннă пулсан та, тăван яла амăшĕ патне тăтăш килсе çÿретчĕ, халĕ куçсах килчĕ. Ывăлĕ, Стас та, час-часах кукамăшĕ патне çитет. Вăл Мускавра юристра ĕçлет.

Раиса Николаевна çав тери ырă кăмăллă çын, çавăнпа ĕнтĕ хисепре. Обществăлла ĕçсене яланах активлă хутшăнать. Акă, ялта ентешĕмĕрĕн, Совет Союзĕн Геройĕн С.И.Илларионовăн музей-çуртĕнче тасалăха тытса тăрать. Пахчинче мĕн тĕрлĕ çимĕç ÿстермест пулĕ. Кашни культурăна хăй технологине пăхăнса çитĕнтерет. Тепĕр чухне пушă вăхăт тупсан Раиса Сергеева çĕрлехи янкăр тÿпене пăхса киленет. Ĕçленĕ вăхăтсене кăмăллăн аса илет. Çăлтăрсем ăна халĕ те илĕртеççĕ.

Вячеслав АЛЕКСЕЕВ.

Кивçурт Енĕш.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика