Кÿршĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.09.2019, 08:50 Просмотров: 789

«Тĕнчере мир хуçалантăр, ачасем телейлĕ пулччăр»

Аслă ÿсĕмрисем район хаçатне уйрăмах юратса вулаççĕ. Ара ытларах чухне «Çĕнтерÿ çулĕ» хыпар-хăнарăн пĕртен-пĕр çăлкуçĕ-çке.

– Чечексем шăварнă чухне куçа чÿрече еннелле ывăта-ывăта илетĕп, район хаçатне почтальонка килсе парасса чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Хаçат манăн тус-юлташ, тăван пекех. Паян юнкун, ĕнтĕ хаçатăн çĕнĕ номерне алла илсе вулатăпах, – кăмăллăн калаçрĕ Санарпуçĕнчи Александра Ефимовна Иванова.

Александра Ефимовна хальхи вăхăтра пĕчченех пурăнать. Апла пулин те кил ăшшине упрать. Хушма хуçалăхĕнчи пысăк ĕçсене тунă чухне ачисем, мăнукĕсем килсе пулăшаççĕ. Телее, ывăлĕсем Кольăпа Юрий, хĕрĕ Валентина хамăр тăрăхрах пурăнаççĕ. Людмила – Шупашкарта, тата икĕ хĕрĕ Нинăпа Лена аякра, Украинăри Донецк облаçĕнче, тĕпленнĕ. Çак çĕршывра лару-тăру çивĕчленсен Александра Ефимовна яланах çапла пехиллет:

– Тĕнчере мир хуçалантăр, ача-пăча телейлĕ çитĕнтĕр.

Унăн 16 мăнук, 18 кĕçĕн мăнук. Хаçат тусĕ çамрăк ăрăвăн малашлăхĕ ырă пултăр тесе ĕмĕтленет.

– Ват кукамая юрататпăр. Вăл питĕ ырă кăмăллă, кукăль-икерчĕ тутлă пĕçерет, – пĕлтерме васкарĕç кĕçĕн мăнукĕсем Аньăпа Катя, Вăрнарти 2-мĕш шкулта пĕлÿ пухакансем.

88 çулти Александра Ефимова Çĕньял Хапăсра çуралса ÿснĕ, унăн ачалăхĕ вăрçă çулĕсене килнĕ. 4 пĕртăванĕн пурнăçĕ кĕске пулнă, ашшĕн те чĕри вăхăтсăр тапма пăрахнă. Амăшĕпе кăна тăрса юлнă. Вунă çултах тыр-пул вырма тухнă, молотилкăпа авăн çапнă, çавапа çаран çулнă. «Алла мĕнле ĕç кĕрет, вĕсене пурне те тунă», – терĕ ĕç ветеранĕ.

Пĕрремĕш вĕрентекенсене – Елена Васильевнăна, Григорий Тимофеевича – ăш кăмăлпа аса илет. Вăл вăхăтра ача-пăча хăвăртах пыйтланнă. Григорий Тимофеевич санитарипе гигиенăшăн хытă тăрăшнă, пыйтă ерсен класри пур ачана та çÿç касса янă иккен.

6 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн шкула малалла çул такăрлатайман. Тăван колхозра ирĕн-каçăн тăрăшма пуçланă. Вăрман та каснă, вутă та турттарнă. Юр ашса тертленсе ĕçленĕ. Хĕлле вăрманта, çулла уй-хирте тимленĕ. Тантăшĕпе Мария Радаевăпа хастарлăхпа палăрса тăнă. Çемье çавăрнă хыççăн нумай çул фермăра вăй хунă, вăкăрсем самăртнă. Мăшăрĕ шофер пулнă.

Ачаранах ĕçре пиçĕхсе ÿснĕскер, ветеран паянхи кун та ал усса лармасть, чăх-чĕп тытать. Çĕньял Хапăсра, Санарпуçĕнче пурăнакан хĕрĕпе ывăлĕн çемйисем сĕт-турăхпа тивĕçтерсех тăраççĕ. Александра Иванова кÿршипе – 94 çулти Мария Капраловапа – туслă. Ватăсем пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреççĕ.

– Туслăха малалла та çирĕп тытса пырасчĕ, – пĕтĕмлетрĕ Александра Ефимовна.

 

Пăваяль хĕрĕ йывăрлăхра пуç усман

Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе тылра ырми-канми тăрăшнă çынсем умĕнче пуç тайма пăрахмастăн. Вĕсем ĕçре чăн-чăн паттăрлăх кăтартнă. Темле йывăр пулсан та малаллах талпăннă, шанчăка çухатман. Ырă сăмахсене Санарпуçĕнче пурăнакан 94 çулти Мария Петровна Капралова чăннипех тивĕçлĕ. Вăл раштав уйăхĕнче сумлă юбилее паллă тăвĕ.

Мария Петровна хăйĕн пархатарлă кун-çулне куç умне кăларчĕ.

Вăл Пăваялĕнче тулăх пурăнакан çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕ-амăшĕ утар тытнă. Пыл сутса пус çумне пус хушнă, кил хуçалăхне çирĕплетнĕ. Çăкăр-тăвартан татăлман. Тăваттăн çитĕннĕ. Хальхи вăхăтра Мария Петровнăн Пăваялĕнче икĕ йăмăкĕ пурăнаççĕ. Пелагея Журавлева 89 çулта, Анастасия Сурова – 82-ре. Пĕртăвансем пĕр-пĕринпе хутшăнаççĕ, вăрăм ĕмĕр парнеленĕшĕн Турра тав тăваççĕ.

Мария Капралова хăйĕн кÿрши – Александра Иванова – пекех район хаçатне çырăнса илет.

– «Çĕнтерÿ çулĕнче» çырнă статьясене вуласан: «Вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче çынсем мĕн курнине эпĕ те астивнĕ» тетĕп яланах. Мĕн тăвăн, вăл вăхăтра самани синкерлĕ пулнă,– çирĕплетрĕ вăл.  

Пирĕн çĕршыва нимĕç фашисчĕсем тапăннă çул Мария 16 çулта пулнă. Хĕр Канашри пир-авăр комбинатĕнче пилĕк авнă. Фермăра, тăван ен уй-хирĕнче тар тăкнă. Пурнăç пыл та çу пулман, анчах та авăнсан та хуçăлман.

Марийăна пулас мăшăрĕпе, Санарпуç каччипе, тăванĕсем паллаштарнă. Пĕр-пĕрне савакансем 1947 çулта çемье çавăрнă. Пилĕк ачана кун çути парнеленĕ. Хальхи вăхăтра тăваттăн пурăнаççĕ. Мария Петровнан ачисем   пурте пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн тăнă. Зоотехник, строитель, экономист, бухгалтер. Тĕрлĕ профессисене алла илнĕ Капраловсем.

– Анне ырă кăмăллă, анчах йĕркене çирĕп тытакан, ĕçчен çын, – палăртрĕ хĕрĕ Вера.– Астăвасса, кукаçи те тăрăшуллăччĕ, хастарччĕ. Пасара пыл сутма килсен пирĕн пата кĕрсе тухатчĕ. Пăваялĕнчен Вăрнара çуран çÿретчĕ.

Мария Капралова ял хуçалăх отрасльне аталантарассипе 40 çул ытла вăй хунă. Унăн наградăсем сахал мар.

Мария Петровнăн 8 мăнук, 16 кĕçĕн мăнук. «Йыш тата пысăклантăр», – ĕмĕтленет ĕç ветеранĕ.

Вăл чăх-чĕп ĕрчетет, пахча-анкартире тăрăшать. «Мария Капралова пек çынсене пурнăç çирĕп тĕрĕслев витĕр кăларнă. Анчах та вĕсем нихăçан та нăйкăшман, пуç усман. Вĕсем пурăнсан ял пĕтмест», – терĕ Санарпуç ял старости Антонина Филимонова.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика