Раççей федерацийĕн «Вăрлăх çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн хура çĕре кондициллĕ тата сортлă вăрлăхсемпе кăна шуратса хăвармалла. Аграрисем мĕнле вăрлăхпа акнине Раççей ял хуçа-лăх асăрхавĕн специалисчĕсем сăнасах тăраççĕ, енчен те асăннă саккуна пăссан явап тыттарма пултараççĕ. Пĕлтерĕшлĕ ыйтусене Раççей ял хуçа-лăх центрĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕпе Вячеслав Николаевич Алексеевпа сÿтсе яврăмăр.
– Вячеслав Николаевич, сортлă вăрлăха кăларма нумай вăхăт кирлĕ-и?
– Çĕнĕ сортсене ятарлă наука институтĕнче агрономсем-селекционерсем тăрăшнипе кăлараççĕ. Ку ĕç питĕ кăткăс. Чăнах та, вăхăчĕ те нумай кирлĕ. Вăрлăха ĕрчетмелле, ун хыççăн патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла, сортсен реестрне кĕме тивĕçмелле. Калăпăр, панулмин çĕнĕ сортне кăларас пулсан вăтамран 12–15 çул иртет.
– Çĕнĕ сорта реестра кĕртнĕ чух мĕнле пахалăхсене тĕпе хураççĕ?
– Паллах, чи малтанах ял хуçалăх культурисен тухăçлăхĕ, чир-чĕрпе кĕрешеслĕхĕ, упранаслăхĕ мĕнле шайрине палăртаççĕ. Унсăр пуçне кашни регионта çĕнĕ сортсене вырăнти çанталăк условийĕсенче çитĕнтерсе тĕпчеççĕ, çакăн хыççăн тин ятарлă комисси районланă сортсен списокне кĕртет. Вăрнар районĕнче те сортсем сăнакан участок пур. Вăл – Çĕрпел тăрăхĕнче. Сăнав участокĕн 139,6 гектар çĕр. Пысăк калăпăшлă ĕçсене пурнăçланă чух «Янгорчино» кооператив пулăшса пырать.
– Патентлă вăрлăх сорчĕсем çинчен тĕплĕнрех ăнлантарса парăр-ха.
– Раççей Федерацийĕн Гражданла кодексĕн 1232-мĕш статйипе килĕшÿллĕн «сорт кăларакан» е «сорт авторĕ» патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухнă хыççăн сорта регистраци туни çинчен тата сорт авторĕн свидетельствисене, çавăн пекех патент (тавар туса кăларма тата сутă тума ирĕк паракан документ) илет.
Сорт кăларнине çирĕплетекен патента илекенĕ уйрăм çын та, пĕр-пĕр организаци те пулма пултарать. РФ Гражданла кодексĕн 1229-мĕш статйипе килĕшÿллĕн çĕнĕ сортшăн патент илнĕ авторăн (сорт хуçин) вăрлăх сорчĕпе хăйне кирлĕ пек усă курма ирĕк пур, мĕншĕн тесен патентлă сорт ăс-хакăл харпăрлăхĕ шутланать. Палăртмалла, ăс-хакăл харпăрлăхне саккун сыхлать.
– Патентлă сортсене мĕнле майпа туянма пулать?
– РФ Гражданла кодексĕн 1235-мĕш статйипе килĕшÿллĕн патентпа сыхлакан сортсене ял хуçалăх организацийĕсен туянас, ĕрчетес тата сутса тупăш тăвас тесен сортсем кăларакансемпе (авторсемпе) лицензи килĕшĕвĕ тумалла. Унта вăрлăха миçе çул çитĕнтерме палăртнине тата тупăша кура патент илнĕ сорт хуçине мĕн чухлĕ тÿлемеллине çирĕплетеççĕ. Хальхи вăхăтра кун пек килĕшÿсене вăрлăх ĕрчетессипе ятарласа ĕçлекен предприятисем – Карл Маркс ячĕллĕ кооператив, «Санары» тата «Агрохмель» агрофирмăсем – тăваççĕ.
Çавăн пекех асăннă кодексăн 1442-мĕш статйин 4-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн патентланă вăрлăх сорчĕсене аграрисем туяннă хыççăн хăш-пĕр ял хуçалăх культурисене лицензи килĕшĕвĕсемсĕрех икĕ çул таран акса туса илме ирĕк пур. Вĕсем: тулă, ыраш, тритикале, урпа, сĕлĕ, вир, хура тулă, пăрçа тата çĕрулми (РФ Правительствин 2007 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнчи 643-мĕш номерлĕ постановленийĕпе çирĕплетнĕ). Тĕслĕхрен, ятарлă сертификатпа туяннă çурхи тулла малтанхи çул аксан вăл пĕрремĕш репродукциллĕ, тепĕр çулне иккĕмĕш репродукциллĕ шутланать. Анчах та виççĕмĕш çулне ял хуçалăх культурисене акса çитĕнтернĕ хыççăн вăрлăх сорчĕн докуменчĕ пултăр тесен патент илнĕ сорт хуçипе лицензи килĕшĕвĕ тумалла е акма пысăк репродукциллĕ, ятарлă сертификатлă вăрлăх çĕнĕрен туянмалла.
– Вячеслав Николаевич, районта патентпа сыхламан мĕнле сортсемпе усă кураççĕ?
– Вăрнар тăрăхĕнче акакан нумай вăрлăхăн сорчĕсене патентпа сыхлаççĕ. Анчах та асăрхăр: патентпа сыхламан сортсемпе те усă кураççĕ. Палăртмалла, çурхи туллăн «Ирень», «Свеча», «Московская 35», сĕллĕн «Адамо», пăрçан «Дударь» сорчĕсене патентпа хÿтĕлемеççĕ. Вĕсене тăваттăмĕш репродукци таранах акса туса илме юрать. Лицензи килĕшĕвĕ кирлĕ мар.
– Мĕн акнă, çавă шăтать, теççĕ. Кăçал ял хуçалăх предприятийĕсем пулас тухăç никĕсне мĕнле хывса хăварчĕç?
– Районти аграрисем кĕр тыррисене 5008 гектар акрĕç. Пулас тухăçăн 1826,6 центнерĕ (18 процент) элита, 7742, 4 центнерĕ (72 процент) – репродукциллĕ вăрлăх. Палăртма кăмăллă, кăçал Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Победа», «Знамя», «Хорнзор», «Мураты» кооперативсенче, «Санары», «Компания Агро», «Кольцовка» агрофирмăсенче, Алексей Фадеев, Андрей Петров, Михаил Максимов фермерсен хуçалăхĕсенче элита вăрлăх акса хăварнă. Ял хуçалăх организацийĕсен çитес çул лайăх тухăç илес шанăç пысăк.
Патентлă вăрлăх сорчĕсем çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесен Раççей ял хуçалăх центрĕн районти уйрăмне 2-54-54 номерпе шăнкăравлама пултаратăр.
Елена ПОРФИРЬЕВА калаçнă.
Ноябрь 2024 |