Ачан ÿссен кам кăна пулас килмест пулĕ. Чи хăюллисем ав космоса çĕкленме ĕмĕтленеççĕ. Айтишник, маркетолог, финансист, бизнес-аналитик, врач тата ытти профессипе те пĕчĕкренех интересленекенсем чылай. Ку чухнехи ăру журналистикăпа пичет тĕнчипе те кăмăлпах кăсăкланнине çирĕплетмелле.
Ара пĕлÿ çуртĕнче вĕреннĕ чухнех тĕрлĕрен тĕрлĕ профессисемпе паллашсан çамрăксене тĕрĕс çул суйласа илме ансатрах пулĕ. Акă, Кĕçĕн Кипек шкулĕнче 8-мĕш класра ăс пухакансем Надежда Чекушкина ертÿçĕпе пĕрле «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕнче пулчĕç, типографине те çитсе курчĕç.
- Тăван хаçат патĕнче хăнара паян, - хавасланчĕç ачасем редакцие кĕрсен.
Вулакан халăхăн чĕлхи пĕтмест, теççĕ. Ку вăл тĕрĕсех. Чăвашлăха упрасси журналистсен ĕçĕ-хĕлĕпе те тÿреммĕн çыхăннă, калем ăстисем тăван чĕлхепе çырса тĕрлĕ темăсене çутатаççĕ. Статьясем кун çути курччăр тесен журналистсен каçхине те, ыттисем тутлă ыйхăра чух, тăнлавсене пĕркелентерме, йĕркесене шăрçалама тивет. Штатра тăман корреспондентсен ĕçне те тивĕçлипе хакламалла.
Светлана Чикмякова тĕп редактор «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн иртнĕ тата хальхи пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Ачасем кăсăкланса итлерĕç. Хаçат пичетленсе тухиччен редакци коллективĕ чылай ĕç туса ирттернинчен тĕлĕнчĕç. Инга Свечкина дизайнер ачасене журналистсен, «Çĕнтерÿ çулĕпе» çыхăну тытакан авторсен материалĕсене, сăнÿкерчĕксене компьютер программипе усă курса хаçат страницисене епле вырнаçтарнине кăтартрĕ.
Вĕренекенсем типографире те пулчĕç. «Çĕнтерÿ çулĕ» пичетленсе тухнине хăйсен куçĕпе курчĕç. Иртнĕ шăматкунхи номере чи малтан вулакансем Кĕçĕн Кипек шкулĕн вĕренекенĕсем пулчĕç. Хаçат тухма пуçланăранпа кăçал 95 çул çитет. Паллах, çак тапхăрта унăн сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăнчĕ.
- Цифра технологийĕсем аталанса пырсан та, пичет кăларăмĕ вулакансемшĕн хаклă. «Çĕнтерÿ çулĕ» пурнăçпа тан утать, вулакансене çивĕч те тĕрĕс информаципе туллин тивĕçтерет, - терĕ Надежда Михайловна.
Типографи ĕçченĕсем Татьяна Даниловапа Ирина Андреева ытти пичет продукцине епле кăларнине те ачасем питĕ тимлĕ сăнарĕç. Курнинчен курманни, пĕлнинчен пĕлменни нумай тесе ахальтен каламан. Çамрăк ăру экскурсире пулнă май журналистсемпе пичет ĕçченĕсен профессийĕсемпе хытах кăсăкланчĕ. Çитĕнсен, тен, хăшĕ-пĕри пирĕн ĕçтешсен йышĕнче те пулĕ.
Каласа хăвармалла, Кĕçĕн Кипек шкулĕнчи педколлектив профориентаци ĕçне мала хурса пыма тăрăшать. Учительсем вĕренекенсене хăйсене килĕшекен професси суйласа илме пулăшаççĕ. Шкул «Кашни ачан ăнăçăвĕ» федераци проектне пурнăçлама хутшăнать.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Вĕрентÿ учрежденийĕсенче «çăлтăрпа» зарядка ирттересси йăлара. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие паллă çынсем - спортсменсем, журналистсем, волонтерсем, ветерансем, хастар студентсем тата ыттисем - хутшăнаççĕ. Пурте кăмăллакан акци - «çăлтăрпа» йĕркелекен зарядка - çулран-çул анлă сарăлса пырать.
Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти 2-мĕш «Б» класра вĕренекенсем патне те ку эрнере сумлă хăна çитрĕ. «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ, «ГТО» ылтăн паллине тивĕçнĕ Светлана Чикмякова ачасемпе ирхи зарядка ирттерчĕ. Хаваслă кĕвĕ-çемĕ янăраса кайсанах тĕп редактор ертсе пынипе вĕренекенсем вăй-хала çирĕплетекен хусканусен комплексне пурнăçлама тытăнчĕç. Ачасемпе пĕрле класс ертÿçи Алина Николаевна Наумова та зарядка турĕ. Пĕрле мероприятисене хутшăнни ăрусем хушшинчи туслăха çирĕплетет. «Тепре килетĕр-и пирĕн пата/» - кăсăкланса ыйтрĕç ачасем тĕп редактортан.
Светлана Валериевна вĕренекенсене ирхи зарядкăна килте те кашни кун тумаллине асилтерчĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни, спортпа туслашни çирĕп вăй-халлă пулма пулăшнине палăртрĕ. Иккĕмĕш класра ăс пухакансене зарядкăна хавхаланса хутшăннăшăн мухтарĕ. Вăй-хăват хушать, кăмăла çĕклет ирхине хусканусем туни. Çакăн пек мероприятие «Çăлтăрпа пĕрле зарядка» республика проектне пурнăçласа ирттереççĕ.
Тĕп редакторпа тĕлпулу вĕçленмерĕ-ха. Столовăйĕнче апатланнă хыççăн ачасем класа пухăнчĕç. Вĕсен профессиллĕ журналистпа тĕплĕнрех калаçма май тупăнчĕ. Светлана Валериевна вĕренекенсенчен район хаçачĕ мĕнле ятпа тухнине ыйтсан чи малтан Елизавета Иванова тĕрĕс хурав пачĕ. «Çĕнтерÿ çулĕ», - терĕ вăл хăвăртах. «Хаçата пирĕн асанне те, кукамай та çырăнса илеççĕ», - çакăн пек хуравсене илтме тÿр килчĕ ытти ачапчаран. «Çĕнтерÿ çулĕн» историйĕ, пичет кăларăмĕ мĕнле тухни вĕренекенсене хытах кăсăклантарчĕ.
60 çул ытла каялла тухнă хаçат номерне те, маларах усă курнă фотоклишесене те тытса пăхрĕç ачасем. Вĕсем анлă тавракурăмлă пулни палăрчĕ. «Олег Николаев!» - терĕç, акă, ачасем хаçатăн пĕр номерĕн калăпне пăхса. Республика, çĕршыв ертÿçисене пĕчĕкренех пĕлни аван.
Вăрнар район хаçачĕ республикăри аслă пичет изданийĕсенчен пĕри. Шăпах 1930 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче унăн пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухнă.
- «Çĕнтерÿ çулĕ» - тăван хаçат. Нумай çул Вăрнар тăрăхĕнчи тĕп пулăмсем, мухтавлă çынсем, тĕрлĕ отрасльсен аталанăвĕ çинчен пĕлтерсе тăрать. Кашни çĕнĕ кăларăма чăтăмсăррăн кĕтетĕп, - пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне 2-мĕш «Б» класс ертÿçи Алина Николаевна. - Хальхи саманара хыпара тĕрлĕ интернет-çăлкуçсенчен пĕлме пулать-ха, анчах та «Çĕнтерÿ çулне» çавах алла тытса вулас килет. Ара хаçатра кирек мĕнле пулăма та статьясенче тĕплĕнрех çутатма тăрăшаççĕ.
Вĕрентекен те, çамрăк ăру та «Çĕнтерÿ çулĕпе» интересленни редакци коллективне савăнтарать. Светлана Валериевна ачасене хаçатпа çывăхрах туслашма йыхравларĕ, хастарсене сăвă е калав çырма сĕнчĕ. Паллах, ÿкерчĕксемпе сăнÿкерчĕксене те хапăлласах йышăннине палăртрĕ. Ачасен пултарулăхне редакци ушкăнĕ тивĕçлипе хаклĕ.
Елена ПОРФИРЬЕВА
1941-1945-мĕ-шĕсенче кĕрленĕ юнлă вăрçă çулĕсем çултан-çул аяккарах та аяккарах. Ку хăрушă саманана курнисем, тăшмана çапса аркатнисем вара, шел те, сахалрах та сахалрах. Паян пирĕнпе юнашар паттăрсем кашниех мĕнпур енчен хÿтлĕхе туйма тивĕçлĕ.
«Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейлĕ çулĕнче фронтовиксене, вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене татах та вăйлăрах тимлĕхпе çавăрса илмелле», - палăртнă Раççей Президенчĕ Владимир Путин. Вĕсен паттăрла ĕçĕсене хисеп туса Çĕнтерÿшĕн, пире парнеленĕ ирĕклĕхшĕн, тăнăç пурнăçшăн тав туса юбилейлĕ медальсемпе чыслассине те çирĕплетнĕ.
Сумлă наградăна Вăрнар округĕнче чи пĕрремĕш тивĕçнисем пирĕн хисеплĕ ветерансем, Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн вăрçă вут-хĕмĕ витĕр тухнă фронтовиксем - Мачамăшри Павел Иванович Князев тата Çĕньял Нурăсра пурăнакан Никон Федорович Федоров. Медальсене паттăрсен кăкăрĕсем çине кĕçнерникун Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова çакса ячĕ. Унпа пĕрлех вăрçă участникĕсене Вăрнар округĕн депутатсен Пухăвĕн председателĕ Андрей Петров тата Калинино территори пайĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова та саламларĕç. Ветерансем вăрçă çулĕсенче кăна мар, мирлĕ пурнăçра та Тăван çĕршыв, республика, район ăнăçлăхне-аталанăвне пысăк тÿпе хывнине палăртрĕç. Каламалла, иккĕшĕ те вĕсем - çĕр ĕçченĕсем, малти ретре пынă уй-хир бригадисен бригадирĕсем, хăй вăхăтĕнче районăн ял хуçалăх отрасльне çÿллĕ шая çĕклеме пулăшнă хастарсем.
Пĕлтĕрхи ноябрьте 100 çул тултарнă Павел Иванович Князев, акă, кун-çулне тăван «Правда» хуçалăх аталанăвне халалланă, колхозниксен ĕç тата пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн нумай тăрăшнă. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тата ытти нумай сумлă наградăна тивĕçнĕ. Шкул саккинчен тенĕ пекех фронта тухса кайнăскерĕн çамрăклах вăрçă нуши-асапне чылай тÿссе ирттерме тивнĕ. Павел Иванович 1-мĕш Белорусси фрончĕ йышĕпе Хĕвелтухăç-Прусси операцийĕнче тăшманпа çапăçнă. Çĕнтерĕве Кенигсберг хулинче кĕтсе илнĕ.
Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулĕ тĕлне пиншакĕ çинче çутатакан юбилейлă медаль те ветеранăн кăмăлне хускатни, чĕрине ăшăтни яр уççăн сисĕнчĕ. Хăйне саламлама килнисемпе пысăк хавхаланупа калаçрĕ вăл, манманшăн, унăн пурнăçĕ-сывлăхĕпе кăсăклансах тăнăшăн, хисеп тунăшăн чунтан тав турĕ.
Çĕньял Нурăсри Никон Федорович Федоров та хăнасене йăл кулăпа кĕтсе илчĕ. 97-ри фронтовик çулĕсене кура мар кашни куна çĕкленÿллĕ кăмăлпа ирттерме тăрăшать, тунсăха парăнмасть. Тавралла мĕн пулса иртнипе кăсăкланать, телевизор пăхса тĕнчери, çĕршыври хыпарсемпе паллашсах тăрать. Кил-картишне уçăлма тухсан алла кĕреçе тытса юр та тасатма пултарать-мĕн, кайăк-кĕшĕке те апат çитерет.
Тата питĕ кăмăллă: Никон Федорович ĕмĕр тăршшĕпех - «Çĕнтерÿ çулĕн» çывăх тусĕ те. «Паянхи кун та вăл унсăр пурăнаймасть. Çĕнĕ номере вăхăтра çитерсе памасан хытах пăшăрханать. Хаçата алла тытсан вара, куç çивĕчлĕхĕ хавшанине кура, лупăпа та пулин вулама тăрăшать», - пĕлтерчĕ кукашшĕне пăхса-асăрхаса пурăнакан мăнукĕ Ольга Иванова.
Никон Федоровичăн та кун-çулĕ ырми-канми ĕçрех иртнĕ. Ахальтен мар «Хисеп палли» ордена, «Пысăк тухăç ăсти» ята, ытти наградăсене тивĕçнĕ. Туçи Мăратра çуралса ÿснĕскер, тăван колхозра тĕрлĕ çулсенче бригадирта, агрономра, хурт-хăмăр ăстинче вăй хунă. Вăл ертсе пынă бригада çулсеренех тырпул культурисенчен çав вăхăт валли тĕлĕнмелле пысăк тухăç илсе пынă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине вара Никон Федорович, ун чухнехи 17-ри каччă, 1944 çулта тухса кайнă. Дунай флотилийĕн матросĕ, Болгарие, Румыние, Австрие нимĕç фашисчĕсен пусмăрĕнчен ирĕке кăларма хутшăннă. Братислава хули çывăхĕнче йывăр аманнă. Вăрçă хыççăн, флотри службăна малалла тăсса, тăван киле 1951 çулта çеç çаврăнса çитнĕ вăл.
Чăн та, Павел Ивановичпа Никон Федоровичăн пурнăç çулĕ - паттăрлăх, тĕрĕслĕх тĕслĕхĕ. Эпир вĕсемпе мухтанатпăр, мăнаçланатпăр! Çывхаракан 80 çулхи юбилейлĕ датăна кĕтсе илсе уявлама, Аслă Çĕнтерÿшĕн мĕнпур халăхпа пĕрле савăнма сывлăхĕ çирĕп пултăрччĕ вĕсен.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Управление Федеральной налоговой службы по Чувашской Республике 28 ноября 2024 года проведет прямую линию по теме: «Исполнение налоговых уведомлений по имущественным налогам за 2023 год».
Граждане могут задать интересующие их вопросы о порядке и сроке уплаты налога на имущество, транспортного и земельного налогов, о действующих на территории Чувашской Республики льготах по ним.
Прямая линия будет проводиться с 11 до 13 часов. Телефон прямой линии: +7 (8352) 70-96-21, добавочный 022.
Управление Федеральной налоговой службы по Чувашской Республике
Сентябрь 2025 |