Республикăра та пĕрремĕшсем!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.05.2022, 10:39 Просмотров: 731

Вĕсем çĕнтерĕве алăран вĕçертмессе никам та иккĕленмен пулĕ. Аçăмçырминчи çамрăк çул-йĕр инспекторĕсем – кăçал та республикăра пĕрремĕшсем! Тĕлĕнмелле те, халĕ вĕсем «Хăрушсăр кустăрма» конкурсăн çитес Раççей финалĕнче регион чысне 11-мĕш хут (!) хÿтĕлĕç. Чăннипех чи маттуррисем, чи пултаруллисем!

Ăмăртăвăн республикăри тапхăрĕ канмалли кунсенче иртнĕ. Тĕрлĕ район-хулара çĕнтернĕ 25 команда, пурĕ 100 ытла çамрăк инспектор хутшăннă унта... Конкурс сумĕ çав тери пысăк. Аçăмçырмисем вара тепĕр хут яр уççăн çирĕплетнĕ: чи пултаруллисен йышĕнче те вунă çул ытла ĕнтĕ вĕсене çитекен çук.

Палăртмалла, пирĕн çамрăк инспекторсен кăтартăвĕсем унчченхи çулсенчисенчен те аванрах. Конкурсри ултă станци-ăмăртуран Аçăмçырми шкулĕн вĕренекенĕсем пиллĕкĕшĕнчен çĕнтерÿпе тухнă. Çакна кура ĕнтĕ – пĕр сăмахсăрах пĕтĕмĕшле пĕрремĕш вырăн.

Уйрăм зачетри çитĕнÿсем те пур. Хĕрачасем хушшинче те, арçын ачасен ушкăнĕнче те велосипедпа фигурăсем туса чи ăста ярăнакансем те аçăмçырмисемех. Ку тупăшура Ксения Кумруковапа Евгений Николаев мала тухнă. «Автохула» станцире вара мĕнпур хĕрача-инспекторсенчен Ангелина Алексеева пĕрремĕш пулнă.

– Республикăран çĕнтерÿпе таврăнтăмăр пулин те, канма, активлăха чакарма вăхăт çук. Ачасем кунсеренех тренировкăсенчен татăлмаççĕ, çул-йĕр правилисене вĕренеççĕ, пĕрремĕш пулăшу парассипе хăнăхусене анлăлатаççĕ... Раççейре тивĕçлĕ ăмăртас тесен пĕр вырăнта тăма юрамасть, ачасем çакна питĕ лайăх ăнланаççĕ, – вĕренекенĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнса пĕлтерчĕ Владимир Петров педагог – Аçăмçырми шкулĕнчи çамрăк çул-йĕр инспекторĕсен юхăмне вуншар çул ертсе пыраканĕ тата чи çÿллĕ шая çĕклекенĕ.  

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика