Чи хастаррисен йышĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.10.2022, 09:03 Просмотров: 235

Хальхи çăмăл мар вăхăтра ветерансен обществăлла ушкăнĕсем ентешсене патриотлăх туйăмĕпе, пĕр шухăшлăхпа пĕрлештерме пысăк тÿпе хывнине куратпăр.

Чи хастаррисенчен пĕрисем - хăй вăхăтĕнче Германире службăра тăнисен пĕрлешĕвĕ. Ку ушкăнри ветерансем яланах активлă, республикăн обществăлла пурнăçне пур енлĕ хутшăнаççĕ, хăйсем тĕллĕн чылай мероприятие пуçараççĕ. Кăçал та вĕсем Чăваш енри ветерансен тĕрлĕ организацийĕсен смотр-конкурсĕнче чи маттуррисен ятне тивĕçлипе çĕнсе илме пултарнă.

Çак эрнере республикăри ГСВГ ветеранĕсем Шупашкарти Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче пухăнса 5 çулхи пĕрлехи ĕçе пĕтĕмлетнĕ. Унта 13 районти тата Шупашкарти уйрăмсен ертÿçисемпе членĕсем - пĕтĕмпе 50 çын - хутшăннă.

Палăртма кăмăллă: хастар тимлекенсен йышĕнче Вăрнарти уйрăма та асăннă. Германире службăра тăнисен районти организацийĕн ертÿçи Анатолий Васильев вара кăтартуллă ĕçшĕн Хисеп паллине тивĕçнĕ.

Ушкăн ветеранĕсем, чăнах та ĕнтĕ, патриотла тивĕçсемпе çеç мар палăраççĕ. Спорт мероприятийĕсенче те малта вĕсем, юрра-ташша та ăста. Отчетлă пухура та Шĕнер Ишекри ГСВГ ветеранĕсен Олег Семенов ертсе пыракан пултарулăх коллективĕ çар юлташĕсене концертпа савăнтарнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика