Ачасем ашшĕсене саламлаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.10.2022, 09:04 Просмотров: 306

Пĕлтĕртен пирĕн пурнăçа çĕнĕ уяв çирĕп кĕрсе вырнаçрĕ. Раççей Президенчĕ хăйĕн Указĕпе октябрĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче Ашшĕн кунне паллă тăвассине çирĕплетрĕ. Кăçал вăл октябрĕн 16-мĕшне тивет. Праçникĕ çамрăк, анчах çак кĕске тапхăртах чи юратнисенчен пĕри пулса тăчĕ. Çакăнтан тĕлĕнмелли çук пулĕ: çемье кашни çыншăн чи хаклă пуянлăх. Ашшĕсем вара - çемье пуçĕ, çывăх çыннисен ăнăçлăхĕшĕн тăрăшакансем, вĕсене хÿтĕлекенсем.

Районта та ку эрне çутă та ăшă уяв сĕмĕпе иртет. Ашшĕсене чи пĕрремĕш саламласа уяв марафонне мĕнпур шкул вĕренекенĕсем уçрĕç. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен тунтикунсерен ирттерекен «Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçусене» хальхинче шăпах та çак праçнике халалланă. Çемье хаклăхĕсене упрас тата вĕсене ачасене вĕрентес тивĕç, ашшĕсен обществăри пĕлтерĕшлĕ вырăнĕ, çемьери хисеппе юрату... - социаллă çивĕч ыйтусене чылай хускатнă ачасемпе калаçусенче.

Вăрнарти 2-мĕш шкулта, акă, пуçламăш классенче вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕ пурнăç тăршшĕпе хăйсен тĕпренчĕкĕсемшĕн чунне парса тăрăшнине, вĕсем хисепе тата тав сăмахĕсене тивĕçлине сÿтсе явнă. 5-7-мĕш классем уяв историйĕпе паллашнă, авалтанах ашшĕсем йăх тăсакансем шутланнине пĕлнĕ. Аслăрах ÿсĕмрисемпе вара калаçусем çивĕчрех иртнĕ - учительсем пуçарнипе вĕренекенсем проблемăллă самантсене те хускатнă. Классиксен хайлавĕсенчи тата халăх сăмахлăхĕнчи тĕрĕс тĕслĕхсем вара ашшĕсен чăн-чăн сăнарне ăнланма пулăшнă.

Вăрнарти 1-мĕш шкулта та ку эрнере тĕп мероприятисене çемье йăлисемпе хаклăхĕсене халалланă. 4-мĕш класра пĕлÿ пухакансене, сăмахран, Обществăлла Канаш председателĕн заместителĕ Румия Басырова калаçăва чĕннĕ. «Кам вăл кашни ачашăн ашшĕ/ Мĕншĕн чи хаклă çын/» - çакăн пек тарăн ыйтусемпе шухăша янă вăл ачасене. Пĕри те тепри хăйĕн ашшĕ чи хăюлли, ăсли, маттурри - чи-чи лайăххи - пулнине, ăна питĕ юратнине, вăл шанчăклă юлташ тата тĕслĕх пулнине палăртнă. Румия Рашидовна вĕсене çывăх çыннисене савăнтарма кĕтмен парне е открытка хатĕрлеме те сĕннĕ.

Калининăри шкулта та уяв мероприятийĕсен программи тĕрлĕ енлĕ те пуян. Çемьене чи хаклă тупра пек упрама вĕрентекен, ачасене пурнăçра ашшĕ-амăшĕ мĕнле пысăк вырăн йышăннине ăнланма пулăшакан калаçусене мĕнпур ÿсĕмри вĕренекенсене явăçтарнă. Чи кĕçĕннисем - 1-мĕш классем те - уява уйрăмах тăрăшулăхпа хатĕрленнĕ. Хĕрпĕрчисемпе арçын ачасем ашшĕсен профессийĕсем çинчен, вĕсем çĕршыва тата обществăна мĕнле усă кÿнине хавхаланса каласа панă. Çакнашкал чуна уçакан калаçусем, пĕр-пĕринпе тăтăш хутшăнни ĕнтĕ çемьери ăнăçлăх никĕсĕ пулса тăрать те.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Сергей ИЛЬИН, Вăрнар районĕнчи Ашшĕсен канашĕн председателĕ:

- Пирĕн çĕршыв историйĕн кирек хăш тапхăрĕнче те çемье институчĕн пĕлтерĕшне мала кăларнă. Мĕншĕн тесен халăхăн йăли-йĕркисем, историлле астăвăм тата ăрусем хушшинчи çыхăну çирĕпленесси шăпах та çемьерен нумай килет. Ачасене пĕчĕкрен çак пуянлăхсене вĕрентес, тĕрĕс тĕслĕх кăтартас, вĕсене телейлĕ ачалăх парнелес тата пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшас тĕлĕшпе амăшĕпе танах ашшĕ те яваплă. Унăн ывăлĕ-хĕрĕсене ăслă-тăнлă ÿстерессине те, воспитани парассине те хутшăнмалла. Çĕнĕ уяв вара кашни çыннăн пурнăçĕнче ашшĕн вырăнĕ сумлине кăтартать.

Ашшĕпе ача хăйне хÿтлĕхре туять, ăна лăпкă. Вăл юнашар пулни, ăнланни тата тĕрек пани - ача малашлăхра ÿсĕмлĕ пулассин никĕсĕ. Çавăнпа та, паян вăхăтăн пысăк пайне ĕç йышăнать пулсан та, кашни пушă саманта ачасемпе ирттерме тăрăшмалла. Кĕнеке вулăр, тĕрлĕрен темăсемпе калаçăр, çутçанталăк ытамне уçăлма тухăр, тен, пĕрле пулла çÿрĕр - кирек мĕнле усăллă ĕç пултăр - анчах пĕрле, пĕр-пĕринпе юнашар.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика