Наркотиклă хатĕрсен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисем тата йĕркене пăснă тĕслĕхсем обществăшăн пысăк хăрушлăх кăлараççĕ. Наркăмăшпа усă куракансемшĕн хăйсемшĕн кăна мар, тавралли çынсемшĕн те. Наркотиксем çынна тĕрĕс шухăшлама, хăй тĕллĕн йышăну тума чараççĕ, преступлени тума хĕтĕртеççĕ, инкексемпе йывăр чирсем, вилĕм патне çитереççĕ...
Наркотиклă тата психотроплă веществосен саккунсăр çаврăнăшĕшĕн уголовлă явапа РФ Уголовлă кодексĕн çак статйисенче палăртнă:
– Наркотиклă хатĕрсене, наркотиклă наркăмăшсем пур ÿсентăрана пысăк виçепе саккунсăр майпа туяннăшăн, упранăшăн, турттарнăшăн, хатĕрленĕшĕн 15 çул таран ирĕксĕр хăварма пăхнă (228-мĕш статья). Наркотиксен виçи пысăк пулма, сăмахран, килограмм е ытларах кирли йăнăш. Хăшпĕрисемшĕн 0,01 грамм, теприсемшĕн 0,00001 грамм та пысăк виçе шутланать.
– Наркотиклă веществосене (çав шутра – ÿсентăрансене те) çаратни е пусахласа туртса илни. Чи пысăк айăплав – 15 çул таран (229-мĕш статья).
– Наркотиксемпе усă курма явăçтарнăшăн, хистенĕшĕн те 15 çул таран юсану колонийĕ кĕтет (230-мĕш статья).
– Наркотик пур ÿсентăрансене пысăк лаптăкра çитĕнтернĕшĕн те юсану учрежденине лекме пулать, чи нумаййи – 8 çуллăха (231-мĕш статья).
– Наркотиклă хатĕрсене саккунсăр майпа туса хатĕрленĕшĕн, сутнăшăн (çав шутра ÿсентăрана та) тата ярса панăшăн пурнăç тăршшĕпех ирĕксĕрлĕхре пурăнма та тивме пултарать (228.1-мĕш статья).
– Çакăн пек наказаниех наркотиксене, вĕсене хатĕрлеме усă куракан инструментсемпе оборудование, наркотик пур ÿсентăрана таможня е РФ Патшалăх чикки урлă каçаракансене те кĕтет (229.1-мĕш статья).
Ку сферăри преступленисемшĕн уголовлă явап 16 çултан пуçланать. Наркотиксене çаратнăшăн тата пусахласа туртса илнĕшĕн кăна – 14 çултан. Тĕпрен илсен, çула çитменнисене штраф хураççĕ, пĕр-пĕр ĕçпе тимлеме чараççĕ, обязательнăй майпа ĕçлеттереççĕ, ĕçлеттерсе юсанма йышăнаççĕ, ирĕклĕхе чакараççĕ е палăртнă вăхăта ирĕксĕр хăвараççĕ.
Преступлени тунă çула çитмен ачасем тĕлĕшпе ирĕксĕрлесе воспитани мерисене йышăнма е суд наказанирен хăтарнă хыççăн ятарлă хупă вĕренÿпе воспитани учрежденине яма пултараççĕ.
РФ Уголовлă Кодексĕн 228-мĕш статйине хушнă ăнлантару пирки уйрăммăн каламалла. Унта çырнă тăрăх, наркотиксемпе çыхăннă саккунсăр ĕçсемшĕн айăпланакана хăй ирĕкĕпе ку веществосене килсе парсан, преступленисене уçса пама тата асăрхаттарма е вĕсене тăвакансене тытса чарма хастар пулăшсан уголовлă яваплăхран хăтараççĕ.
Наркотиксемпе усă куракан, вĕсене саракан çынсем çинчен пĕлекен информацие, наркопритонсен вырăнĕсем çинчен шалти ĕçсен органĕсене пĕлтерме сĕнетпĕр. «Вĕри лини» телефонĕ – 8(8352)58-33-33.
Д.МИХАЙЛОВ,
Вăрнар район прокурорĕн помощникĕ
2-мĕш класлă юрист.
Ноябрь 2024 |