Хаçат редакцийĕ çулсерен чăваш халăх писателĕн Анатолий Емельяновăн çуралнă кунĕнче ун ячĕллĕ преми лауреатне палăртать.
Кăçал чаплă ят-сума пирĕн обществăлла корреспондент - Малтикас Ялтăрара пурăнакан Нина Михайловна Парамонова - тивĕçрĕ.
Ĕç ветеранĕ 86 çулта. Апла пулин те çивĕч ăслă, анлă тавракурăмлă. Ĕмĕр тăршшĕпех «Çĕнтерÿ çулĕпе» тачă çыхăну тытать. Район хаçатне тăвана кĕтнĕ пек кĕтет. Нина Михайловна хăй те пултаруллă. Статьясене ăста калăплать. Çивĕч ыйтусене хускатать. Унăн пĕрремĕш статйи «Амăшĕн чĕри чăтайĕ-ши/» ятпа пичетленсе тухнă. Хăйсен тăрăхĕнчи паллă çынсем пирки те йĕркесене шăрçалать. Нина Парамонова çырнă статьясене хаçат тусĕсем хапăлласах вулаççĕ. «Маттур! Пурнăçа витĕр курать», - теççĕ ун пирки.
Нина Михайловна Уйкас Ялтăрара вăтам хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Ачалăхĕ вăрçă çулĕсене килнĕрен пурнăçăн терт-нушине сахал мар курнă. Анчах та вăл нихăçан та пуç усман та, усмасть те. Хавхаланса пурăнма пĕлет. Ачисене, мăнукĕсене ырă тĕслĕх кăтартать.
Нина Михайловна нумай çул сывлăх сыхлавĕнче тăрăшнă. Ял-йышра хисепре.
Ноябрь 2024 |