Тимлĕхре – асăрхаттару ĕçĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.04.2018, 09:01 Просмотров: 439

Раççей Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Вурнарский» пайĕ кăçалхи виçĕ уйăхра йĕрке хуралĕн ытти органĕсемпе пĕрле граждансене преступленилле ĕçсенчен хÿтĕлессипе, обществăлла йĕркелĕхе тивĕçтерессипе пысăк ĕç пурнăçланă. Унăн кăтартăвĕсене районти полици сотрудникĕсем Чăваш ен ШĔМ-ĕн управлени пуçлăхĕ Дмитрий Андреев шалти служба полковникĕ хутшăннипе иртнĕ оперативлă канашлура пĕтĕмлетрĕç.

Кăтартусене цифрăсене куçарас-тăк, чи малтанах полици пайĕ асăрхаса тăракан Вăрнар тата Элĕк районĕсенче январь–март уйăхĕсенче преступленисен шучĕ пĕлтĕрхи ку вăхăтринчен 9,4 процент чакнине палăртмалла (85-рен 77-е). Преступность шайĕ Вăрнар районĕпе 10 пин çын пуçне 17,1 тивет. Вăтам йывăр преступленисем, сывлăха юриех вăтам йывăр сиен кÿнисем, ют пурлăха вăрланисем, вăрă-хурахла çаратнисем унчченхи çулхинчен сахалрах. Йывăр преступленисем (10), Интернет урлă ют пурлăха йăкăртнă (3) тата банк карттисенчен саккунсăр майпа укçа куçарнă тĕслĕхсем (4) вара пĕлтĕрхипе танах юлаççĕ. Енчен те районти 9 ял поселенийĕнче киревсĕр ĕçсен хисепĕ чакнине асăрхатпăр пулсан, Малти Ишек (5), Упнер (4), Мăн Турхан (3) тăрăхĕсенче тата Вăрнарта (28) ÿсĕм пулни пăшăрхантарать. Вĕсенче ĕçкĕçсене, çемьере вăрçакан-çапăçакансене, унччен судпа айăпланнисене, саккуна пăсма туртăм пуррисене тимлĕхре тытма вырăнти влаç органĕсемпе тата профилактика субъекчĕсемпе пĕрле ытларах ĕçлемеллине палăртрăмăр.

Кăçалхи 3 уйăхра икĕ районпа çынсен пурнăçне юриех татнă тискер тĕслĕхсене 3, çын сывлăхне юриех йывăр сиен кÿнине пĕрре регистрациленĕ. Обществăлла вырăнсенче тунă 10 преступление (çав шутран 8-шĕ – урамра) шута илнĕ, ку хисеп 44,4 процент пĕчĕкрех.

Çаратни-вăрлани, унчченхи пекех, преступленисен мĕнпур тĕсĕнчен чи тăтăш çырăнаканни (22 процент). Хваттерсенчен çаратнине 2, транспорт хатĕрĕсен деталĕсене тата машинăран пурлăх вăрланине пĕрер, кĕсье телефонĕ йăкăртнине 4 регистрациленĕ. Ку ушкăнри 9 киревсĕрлĕхе унччен судпа айпланнисем тата çавăн чухлех ÿсĕр çынсем тунă. Поселенисемпе тишкерес-тĕк, вăрлани-çаратнисенчен 8-шĕ поселокра пулнă, пĕрер – Упнер, Ярмушка тата Калинино тăрăхĕсенче.

Пирĕн кулленхи ĕç-хĕлте преступленисене çийĕнчех уçса парасси те тĕп вырăн йышăнать. Вăрнар районĕпе çулталăк пуçланнăранпа кăтарту 3,7 процент ÿсрĕ, 88,9 процентпа танлашрĕ. Следовательсем те, дознавательсем те хăйсен енĕпе 37-шер уголовлă ĕçе тĕпчесе суда ярса панă.

Уйрăмах йывăр тата йывăр преступленисене, çын вĕлернисене, çынсен сывлăхĕсене йывăр, вăтам йывăр тата çăмăл сиен кÿнĕ тĕслĕхсене, хĕненипе, хĕн кăтартса пурăннипе, вĕлерессипе хăратнипе çыхăннă, хваттерсенчен çаратнă, экономика (çав шутра коррупци паллиллĕ), обществăлла вырăнсенче тунă киревсĕр ĕçсене уçса парассине, сăмахран, районти йĕрке хуралçисем 100 процента çитернĕ. Тивĕçлĕ мерăсем йышăннине кура «тĕттĕм» юлнă преступленисен шутне 22,2 процент чакарма май килнĕ.

Оперативлă чылай кăтарту лайăхланнипе пĕрлех хăшпĕр енĕпе лару-тăру пăшăрхантарнине те каламалла. Уйрăмах йывăр, мобильлĕ çыхăнупа усă курса тунă киревсĕр, ултавлă ĕçсем ÿснине асăрхамасăр май çук. Маларах та саккуна пăснисем каллех çакланни 7,7 процент, ниçта ĕçлемен çынсем преступлени туни 13,3 процент ытларах. Эрех ĕçсе пуçĕсене минретнĕ çынсен айăпĕпе пулнă киревсĕрлĕхсен пайĕ те çаплипех пысăк – пĕтĕмĕшле хисепрен çурри.

Çавăнпа та преступленисене асăрхаттарассинче административлă яваплăхпа усă курни пĕлтерĕшлĕ. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта икĕ районпа административлă правăна пăснă 542 тĕслĕхе тупса палăртнă. Штрафсене тÿлеменшĕн 55, вак-тĕвек хулиганла ĕçсемшĕн 59 административлă протокол çырнă.

А.ГУБАНОВ,

Раççей Шалти ĕçсен министерствин

муниципалитетсем хушшинчи «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕ.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика