Сыхлас тесе тăван çĕре,
Упрас тесе ялан мире
Хăюллăн пурте çапăçатăр,
Çĕнтерĕве часах тăватăр!
Мĕн туять-ши Украина çĕрĕнчи ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăр салтак/ Мĕн çинчен ĕмĕтленет-ши/ Мĕн çинчен шухăша каять-ши/ Эпир ун пирки чухлама кăна пултаратпăр. Ахăртнех, тăван килĕ, юратнă ашшĕ-амăшĕ, ачалăх çулĕсем, çемйи аса килсе чунĕсене ăшăтать пуль. Мирлĕ пурнăçа тавăрас тесе тăван Чăваш енри чылай арçынсемпе яшсем ятарлă çар операцине хутшăнаççĕ. Вĕсем хушшинчех пирĕн шкултан вĕренсе тухнă Евгений Лукин та пур.
Мĕн тери пысăк савăнăç пулнă унăн пĕррехинче тăван Туçи Мăрат шкулĕнчи ачасенчен ăшă саламлă çырусем илсен! Ăна сăмахпа каласа пама та çăмăл мар. Кашни шкул ачи паттăр салтаксене хисеплесе, тав туса, ырă сунса, часрах çĕнтерÿпе таврăнма сунса çырнă. Çакă, паллах, тăван килтен аякра, вăрçă нуши-асапне тÿсекен маттур салтаксемшĕн чăн-чăн парне, чăн-чăн савăнăç! Вăй-хăват паракан çырусене Евгений Лукин чĕри çумĕнчи кĕсйинче çур çул ытла чиксе çÿренĕ. Унта - ачасен ăшă кăмăлĕ, ырă та пархатарлă сунăмсемпе ĕмĕтсем... Кĕçех çĕнтерÿпе тăван килне каялла ырă та сывă таврăнма сунса калани кашни салтака вăй кÿрет.
Евгений Лукинăн амăшĕ Туçи Мăрат шкулĕнче ?халĕ Мăн Явăш шкулĕ% биологи, хими предмечĕсене вĕрентет. Юратнă паттăр ывăлĕ отпуска килсен шкул ачисен çырăвĕсене ывăлĕ Евгений типтерлĕ упрани, вĕсене юратса вулани пирка каласа пачĕ. «Кил ăшши, Тăван çĕршыв юратăвĕ, ачасен саламĕ салтаксене çĕнтерме хавхалантарать, вăй парать», - терĕ салтак амăшĕ.
Украина çĕрĕнчи салтаксене вăй хушса тăнă çырусене çитес вăхăтра шкул музейне пама палăртнă.
Л.МИРОНОВА,
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ
Декабрь 2024 |