Чăваш ен прокуратурин пресс-служби РФ Тĕп прокуратури «Коррупцие хирĕç пĕрле» ятпа социаллă рекламăн Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен конкурсне ирттерессине пĕлтерет. Унта 14–35 çулти ачасем хутшăнма пултараççĕ, ĕçсене плакат е видеоролик евĕр хатĕрлемелле.
Çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçме Раççейри кăна мар, Армени, Беларусь, Казахстан, Кăркăсстан, Таджикистан çамрăкĕсем те тупăшĕç. Ку çĕршывсем пурте – Патшалăхсем хушшинчи коррупцие хирĕç кĕрешессипе тимлекен Канаша кĕреççĕ.
Конкурс правилисемпе РФ Тĕп прокуратурин сайтĕнче паллашма пулать. Заявкăсене июлĕн 2-мĕшĕнчен октябрĕн 19-мĕшĕччен www.anticorruption.life официаллă сайтра йышăнаççĕ.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсем, хаклă парнесем кĕтеççĕ.
И.ЯКОВЛЕВА.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
