Хальхи вăхăтра районти хуçалăхсенче иртен пуçласа каçченех ĕç шавĕ татăлмасть. Ял ĕçченĕсем çитĕнÿ хăйсен çаврăнăçулăхĕнчен, ăсталăхĕнчен килнине аван ăнланаççĕ, çавăнпа хĕвеллĕ кунра тăрăшулăхпа палăраççĕ.
Ĕнерхи кун тĕлне районти хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 9434 гектар акнă. Ку вăл палăртнин 71 проценчĕ. Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Луч», «Хорнзор», «Знамя» хуçалăхсенче тата ултă фермер тырпул акас ĕçе вĕçленĕ. Çав хушăрах «Юнтапа» тата «Кольцовка» хуçалăхсем çуракинче кая юлса пыраççĕ. «Знамя» хуçалăх ака планне ирттерсе тултарнă. Кунта 350 гектар вырăнне 430 гектар акнă. «Луч» хуçалăхра та ытларах акма пултарнă.
Кукурузăна 280 гектар акнă. Ку ĕçе Вăрнарти аш-какай комбиначĕ 200 гектар, «Янгорчино» 80 гектар çинче пурнăçланă.
Кăçал районта «иккĕмĕш çăкăр» 480 гектар йышăнмалла. Ĕнерхи кун тĕлне çĕрулмие 223 гектар (46 процент) лартнă.
Нумай çул ÿсекен курăксене 125 гектар, кĕрхи культурăсене 3847 гектар апатлантарнă.
Уй-хир ĕçĕсем малалла пыраççĕ.
Юрий КОРНИЛОВ.
Ноябрь 2024 |