Пурнăçра кăткăс лару-тăрăва лекнĕ çынсем еннелле кашниех пулăшу аллине тăсма пултарать.
Вăрнар поселокĕнче мунча-прачечнăй комплексĕн çуртĕнче Шупашкарти «ЧЕБДОБРО» доброволецсен сообществин тепĕр филиалĕ официаллă йĕркепе уçăлчĕ.
Çакна Чăваш ен Экономика аталанăвĕн министерствин гранчĕ пулăшнипе, Чăваш Республикин НКО ресурс центрĕ информаци енчен тĕрев панипе тата «Сокол» ыркăмăллăх фончĕ тÿрремĕнех хутшăннипе тума май килнĕ.
«СОКОЛ» ыркăмăллăх фончĕн ертÿçи Роман Родионов 2009 çултанпа нумай ачаллă тата тулли мар, сахал тупăшлă çемьесене, инвалидсене, килсĕр-çуртсăр юлнисене, ирĕксĕртен куçса килнисене, çавăн пекех пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ мĕнпур çынна адреслă пулăшу панине палăртрĕ.
Паянхи кун Чăваш енре фонд филиалĕсем - 14. Пурте тухăçлă ĕçлеççĕ.
Сообществăн Вăрнарти филиалĕ округри ыркăмăллă, этем нушине ăнланакан çынсенчен тăхăнмалли таса япаласем, атă-пушмак, савăт-сапа, йăлара, шкулта кирлĕ хатĕрсем т.ыт.те йышăнать. Асилтеретпĕр, пур япалана та кунта сортлаççĕ, ятарлă коробкăсене вырнаçтараççĕ.
Çавăн пекех центрта пулăшăва тÿлевсĕрех тивĕçме пулать. Ырă ĕç туни - сăваплă. Ырă ырăпах таврăнать, теççĕ ваттисем.
Адрес: Вăрнар поселокĕ, Илларионов урамĕ, 4-мĕш «А» çурт, мунча-прачечнăй комплексĕ. Йышăнмалли кунсем - шăматкунпа вырсарникунсăр пуçне 9 сехетрен тытăнса 13 сехетчен. Т. 89083034978.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Ноябрь 2024 |