Редакци почтине ятарлă çар операцийĕнчен саламлă çыру çитрĕ. Ăна Сăкăт каччи Евгений Лукин амăшĕ Эльвира Лукина патне çырнă.
Юратнă анне!
Сана, çĕр çинчи чи хаклă та юратнă çыннăмăра, çурхи пĕрремĕш уявпа - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе - чĕререн саламлатăп!
Манăн шухăшăм яланах санпа юнашар. Аякри çĕр çинче тăван çемье, çуралнă тăрăх пирки тăтăшах шутлатăп. Эсир пурри, ăнланни манна хăват кÿрет, хавхалантарать.
Маншăн ан кулян, ман пĕтĕмпех йĕркеллех. Килте те çапла пуласса шанатăп. Ятарлă çар операцийĕ пуçланиччен, чăн та, ытлашши шутласах кайман. Мĕнле ырă вĕт-ха анне вĕрентсе калани, пурнăçа пурăнма вĕрентни. Çакна халĕ эпĕ лайăх ăнкаратăп. Эсĕ аттепе пĕрле манран чăн-чăн арçын пулма, нимле ĕçрен те пăрăнма юраманнине вĕрентсе ÿстернĕшĕн тав сăсмахĕсем калатăп. Ятарлă çар операцийĕ тытăнсан та ман хăюллă утăма эс сивлемерĕн. Пĕлетĕп, мĕн тери йывăр пулчĕ сан чĕрÿнте çак самантра. Халĕ те, туятăп, сан пĕтĕм шухăшу ман çинчен кăна.
Анне, эсĕ чи лайăххи! Эпĕ сана юрататăп! Эс пурришĕн савăнатăп! Пĕлсех тăр! Çĕнетрÿ пирĕн алăра пулать!
Сана юратнă ывăлу Женя.
Март 2025 |