«Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче Японири «Соджиц корпорейшн» компани представителĕсем пулчĕç.
Нумай профильлĕ суту-илÿпе инвестици компанийĕн 50 çĕршывра 400 ытла предприяти. Раççейре те пур.
Компани хими промышленноçĕпе те ĕçлет. Çавна май яппунсем «Август» Фирмăн филиалĕн директорĕ Владимир Свешников ертсе пынипе хутăш препаратсен завочĕн цехĕсенче, склад хуçалăхĕнче, наукăпа производство центрĕнче пулчĕç. Малашлăхра пĕрлешсе ĕçлесси пирки калаçрĕç.
«Август» парка, «Химик» стадиона çитсе килчĕç, «Август» компанин социаллă инфраструктурăна аталантарас ĕçне пысăк хак пачĕç.
Л.ИВАНОВА.
Ноябрь 2024 |