Тĕрĕс хутшăнма пĕлмелле

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.04.2025, 19:29 Просмотров: 54

Пурнăçра тем тĕрлĕ лару-тăру та пулма пултарать. Ĕç вырăнне ылмаштарма тивет, е хăвна çĕнĕ профессире тупас килет, е, тен, харпăр хăй ĕçне пуçарас ĕмĕт пур. Анчах çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме чăрмантаракан сăлтавсем те тупăнаççĕ. Вăл шутра - харпăр хăйĕн лайăх енĕсене кăтартма пултарайманни, çынсемпе тĕрĕс хутшăнма пĕлменни тата ытти те. Вĕсене сирме, ĕçсĕррине пулăшу парас тесе, «Работа России» Вăрнарти кадр центрĕнче те пуренлĕ мероприятисем иртеççĕ.

Нумаях пулмасть кунта коммуникативлăх ăсталăхне аталантарассипе вĕренÿ йĕркеленĕ. Унăн ертÿçи - «Аспект» вĕренÿпе методика центрĕн психологĕ Елена Ефремова. Тренинга хутшăннисем умне вăл интереслĕ, усăллă задачăсем лартнă. Çынсемпе калаçнă чух мĕн чăрмантарать, мĕнле йывăрлăхсем тухаççĕ - çакна ăнланма пулăшнă, хăйсен йăнăшĕсене тишкерсе асăрхаттарма та вĕрентнĕ. Çавăн пекех оптимистла тата кăмăллă шухăшлав пулни, калаçура пĕр-пĕринпе çыхăну тупма пулăшакан тĕрлĕ мелсемпе усă курни, конфликтсене асăрхаттарма, япăх эмоцисене сирме пĕлни те пĕлтерĕшлĕ. Çак самантсене те тимлĕх уйăрнă вăл.

Психолог сĕннĕ вĕренÿ мелĕсем те витĕмлĕ. Участниксене вăл собеседовани вăхăтĕнче е ĕç коллективĕсенче тĕл пулакан чăн лару-тăрусене «кĕртсе ÿкернĕ». Вĕсенче хăйсене тĕрĕс тытма, кăткăс самантсене çĕнтерме хăнăхтарнă. Коллективра ырă, килĕшÿллĕ атмосфера йĕркелекен, критикăна та йышăнма вĕрентекен упражненисене те явăçтарнă.

Тренинга хутшăннисем сĕнÿсем хăйсемшĕн усăллă пулнине палăртаççĕ. Нумайăшĕ ку вĕренÿ палламан çынсемпе калаçнă чух е йыш умĕнче тухса каламалли лару-тăрусенче харпăр хăйне çирĕпрех туйма пулăшасса шанаççĕ.

И.ПЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика