Раççей уголовлă шырав служби кăçал 100 çулхи юбилейне паллă тăвать. 1918 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче, уголовлă киревсĕр ĕçсене тишкерсе тата вăрă-хурахсемпе кĕрешсе революциллĕ йĕрке хуралне тивĕçтерес тĕллевпе, РСФСР Шалти ĕçсен халăх комиссариачĕ «Уголовлă шырав пайне йĕркелесси çинчен» йышăну кăларнă. Ку документ йĕрке хуралĕн органĕсенче уголовлă шырав службине туса хумалли тĕп никĕс шутланнă. Уйрăмсене 40–45 пин çынтан кая мар пурăнакан хуласенче уçнă, вĕсен ĕç-хĕлне Шалти ĕçсен халăх комиссариачĕ йĕркелесе-ертсе пынă.
Паянхи кун уголовлă шырав управленийĕ – Шалти ĕçсен министерствин тĕп аппарачĕн хăй тĕллĕн подразделенийĕ. Преступленисене тупса палăртса уçса парассипе тата асăрхаттарассипе, çухалнă çынсене шырассипе, оперативлă шырав ĕç-хĕлне пурнăçлассипе тимлет.
Ноябрь 2024 |