Ертÿçĕре ытларах арçынсем тимлеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.12.2018, 10:20 Просмотров: 346

Чăвашстат 2016 çулхи Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн тулли пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх ятарлă изданисем пичетлесе кăларчĕ. Хаçатăн иртнĕ номерĕсенче унăн хăшпĕр пайĕсемпе паллаштарнăччĕ. Паянхи сăмах ĕç ресурсĕсем пирки.

2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри ял хуçалăх организацийĕсенче 13 пине яхăн çын тăрăшнă. Вăл шутран 90 проценчĕ – яланхи ĕçченсем: 55 проценчĕ арçынсем, 45-шĕ – хĕрарăмсем.

Вăтамран пĕр организацие 42 ĕçчен пырса тивнĕ. Ÿсĕмпе илес пулсан, кăтартусем çапларах: арçынсенчен 30 çула çитмен ĕçченсем 6 процент, 30– 59 çулхисем – 45 процент, 60 çултан аслăраххисем – 4 процент. Хĕрарăмсем: 30 çулчченхисем – 4 процент, 30– 54 çулхисем – 35 процент, 55 çултан аслăраххисем – 6 процент.

Ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисенчен 59 проценчĕ 50 çулта е аслăрах. 86 проценчĕ аслă пĕлÿ илнĕ, вăл шутран 48 проценчĕ – ял хуçалăхĕ енĕпе.

Ертÿçĕсенчен 40 ытла проценчĕн ял хуçалăхĕнчи стажĕ 21– 31 çулпа танлашать, 6 проценчĕн 10 çул таран, 43 проценчĕн – 31 çул е ытларах. Ертÿçĕсенчен ытларахăшĕ арçынсем: 91 процент.

Хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче тата уйрăм предпринимательсем патĕнче 4 пине яхăн çын тăрăшни паллă. Пĕр хуçалăха виçĕ çын тивет. Вĕсен пуçлăхĕсен 60 проценчĕ – 49 çула çитичченхи ÿсĕмре. Аслă пĕлĕве пĕрре виççĕмĕш пайĕ илнĕ. Çуррине яхăнĕ ял хуçалăхĕнче 10 çул таран тăрăшать. Ку тĕслĕхре те ертÿçĕре ытларах арçынсем тăрăшаççĕ – 83 процент.

Аса илтерме, 2016 çулхи Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн изданийĕсен электронлă версийĕпе Чăвашстатăн официаллă сайтĕнче (http://chuvach.gks.ru) паллашма май пур.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика