Тишкерÿре – чи кăткăс ĕçсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.01.2019, 10:04 Просмотров: 340

Январĕн 15-мĕшĕнче Раççей Следстви комитетне йĕркеленĕренпе 8 çул çитрĕ. Пĕлтерĕшлĕ дата тĕлне республикăри следстви управленийĕ иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарать.

Пĕлтĕрхи ĕç калăпăшĕ пĕчĕк мар – следстви умĕнхи 4,6 пин енне тĕрĕслев ирттернĕ. Вĕсен кăтартăвĕсене кура 1,4 пин уголовлă ĕç пуçарма тивнĕ, 1 пин енне ĕçе суда янă.

Чăваш ен следователĕсем палăртнă тăкак виçи уйрăмах пысăк – 1,15 миллиард тенкĕрен те ытларах (2017 çулта – 627 миллион тенкĕ). Пĕтĕмĕшле суммăран 847 миллион тенкине тавăрма май килнĕ ĕнтĕ. Унсăр пуçне следовательсен ходатайствипе судсем айăпланакан çынсен 140 миллион ытла тенкĕлĕх пурлăхĕ çине арест хунă.

2018 çулта çивĕч тăнă ыйтусенчен пĕри – ĕç укçине вăхăтра тÿлеменни. 28 уголовлă ĕçе тишкернĕ ку тĕслĕхсемпе. Следовательсем хÿтте кĕни ĕçлекенсем умĕнчи парăма (палăртни – 38,5 миллион тенкĕ ытларах) 97 процент майлă татма пулăшнă.

Иртнĕ çулла, акă, Раççей Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕн ертÿçипе Чăваш ен Прокурорĕ «Чувашский бройлер» предприятире пĕрлехи канашлу ирттернĕ хыççăн кăткăс лару-тăруран тухмалли саккунлă май тупăннă – мĕнпур работнике ĕç укçине тÿлесе татнă.

Тепĕр ÿсĕмлĕ кăтарту – республикăра çынсене вĕлернĕ е ку тискер ĕçе тума хăтланнă тĕслĕхсем икĕ хут ытла чакни те – следстви управленийĕ йĕрке хуралĕн ытти органĕсемпе тата профилактикăн ытти субъекчĕсемпе пĕрле йышăннă мерăсен витĕмĕпе те сăлтавланать. Следовательсемпе шалти ĕçсен министерствин оперативлă сотрудникĕсен тачă çыхăнури ĕçĕ ку уйрăмах йывăр преступленисене уçса парассине те 94 процента çитерме май панă.

Унчченхи çулсенче «тĕттĕм» юлнă 25 преступление хутшăннă çынсене палăртнă. Тискер ĕçсенчен вуннăшĕ – йывăр тата уйрăмах йывăррисем: иккĕшĕ – çын пурнăçне татни, пĕри – сывлăха йывăр сиен кÿрсе вилĕм кÿни, тепри – мăшкăллани.

Обществăлла пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтупа – коррупцие хирĕç кĕрешессипе – следстви управленийĕ унчченхи çулхисенчен тухăçлăрах тимленĕ. Ун кăтартăвĕ – 200 ытла уголовлă ĕç (2017 çулта – 140). Взятка панă е илнĕ тĕслĕхсем пуринчен нумай (110 ытла ĕç). Служба вырăнĕпе усă курса пурлăха çаратнипе 30, службăри ултавшăн 19, служба вырăнĕ «пулăшнипе» тунă ултав пирки 16, должноç полномочийĕсемпе иртĕхсе тата ÿстерсе усă курнăшăн 15 уголовлă ĕç пуçарнă. Суда янă 80 уголовлă ĕçпе 88 çын явап тытать, палăртнă тăкакĕ – 44 миллион тенкĕ ытла. Сăмах май, 2018 çулта суд пăхса тухнă коррупциллĕ преступленисемпе муниципаллă пĕрлĕхсен ултă пуçлăхĕпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен представительлĕ органĕсен икĕ депутачĕ суд тенкелĕ çине ларнă. Айăпланнисем хушшинче йĕрке хуралĕн органĕсен 8 сотрудникĕ те пур.

Республикăри следстви управленийĕ иртнĕ çулта тишкернĕ уголовлă ĕçсенчен 34-шĕ – налук преступленийĕсене тĕпченисем. Вĕсен никĕсĕнче – налук органĕсем, Шалти ĕçсен республикăри министерстви тата ФСБ-н Чăваш енри управленийĕ тăратнă тĕрĕслев материалĕсем. Налук преступленийĕсене пула бюджета кÿнĕ тăкак виçи 900 ытла миллион тенкĕпе танлашать. 790 миллион тенкине бюджета тавăрнă, çавăн пекех 112 миллион ытла тенкĕлĕх пурлăха арестленĕ.

Парăмçăсем тÿлевсене Раççей бюджетне хăйсен ирĕкĕпех хывнине кура 6 уголовлă ĕçĕн тишкерĕвне пăрахăçланă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.    

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика