Арçын сывлăхне сыхламалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.04.2019, 16:39 Просмотров: 461

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Арçын сывлăхĕ» республика проектне федераци шайĕнче пурнăçлама сĕннĕ.

Ку шухăша вăл Мускавра РФ Патшалăх Канашĕн «Сывлăх сыхлавĕ» ĕç ушкăнĕн ларăвĕнче палăртнă. Михаил Игнатьев республикăра арçынсен кун-çулне вăрăмлатас тĕлĕшпе пурнăçланакан «Арçын сывлăхĕ» проект пирки каласа кăтартнă.

Граждансен сывлăхне сыхламалли тĕп çул-йĕр, паллах, пахалăхлă медицинăпа тивĕçтерни. Анчах хамăртан та нумай килет. Республика Пуçлăхĕ апатланăва пĕчĕкрен тимлĕх уйăрмаллине каланă. Ун шухăшĕпе, сывă пурнăç йĕркин никĕсĕнче çавăн пекех спорт тата физкультура тĕпре пулмалла. Ку енĕпе патшалăх влаç органĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем тĕслĕх кăтартма тивĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика