Çынсем йышлă пухăнакан вырăнсене сирпĕтме хатĕрленни çинчен суя шăнкăравсен «хумĕ» республикăна каллех çитнĕ.
Полици тата Росгварди сотрудникĕсен тунтикун тĕп хулари 12 объектран çынсен эвакуацине тата тĕрĕслевсем ирттерме тивнĕ-мĕн, ытларахăшне – пысăк суту-илÿ центрĕсенче.
«Сирпĕнме пултаракан, çынсемшĕн хăрушлăх кăларакан хатĕрсем тупăнман. Йĕрке хуралçисем телефон «террорисчĕсене» палăртассипе тимлеççĕ», – пĕлтерет Шалти ĕçсен республикăри министерстви.
Çакăн пек суя пĕлтерÿсем Шупашкарта унччен апрелĕн 12–14-мĕшĕсенче те пулнă. Бомба хунă тесе хыпарланипе ун чухне 18 учреждение тĕрĕсленĕ.
Ирина ПЕТРОВА.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
