Вăрнар район прокуратури вырăнти организаци-предприятисенче, тĕрлĕрен учрежденире ĕç саккунĕсене мĕнле пурнăçланине çирĕп асăрхавра тытать.
Кăçалхи пилĕк уйăхра прокуратура ку саккунсене пăснă 117 тĕслĕхе тупса палăртнă, вĕсенчен 101-шĕ – ĕç тÿлевĕ енĕпе. Çитменлĕхсене кура саккунсăр икĕ вырăнти нормативлă акта хирĕçленĕ. Кунсăр пуçне шутласа панă, анчах тÿлесе татман шалăва шыраса илме ыйтса суда 93 тавăçпа тухнă.
Ĕç саккунĕсене пăснă тĕслĕхсене пĕтерме хушса прокуратура 10 представлени çырнă, иккĕшĕ – ĕç тÿлевĕ тĕлĕшпе. Вĕсене пăхса тухнă хыççăн çичĕ çынна дисциплинарлă явап тыттарнă.
Вăрттăн ĕç рынокне хирĕç тăрас ыйтусемпе район прокуратуринче «вĕри» лини ĕçлет. Ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелессипе саккуна пăхăнманни, шалăва конвертпа тÿлени, ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлеменни е ытти çитменлĕхсем çинчен пĕлтернисене 2-54-04, 2-69-75 номерсемпе ĕç кунĕсенче 9 сехетрен тытăнса 18 сехетчен йышăнаççĕ.
Ку пĕлтерÿсем тăрăх район прокуратури тĕрĕслевсем ирттерет. Саккуна пăсни чăннипех çирĕпленсен тивĕçлĕ мерăсем йышăнĕç.
С.УФУКОВ,
Вăрнар район
прокурорĕн помощникĕ.
Ноябрь 2024 |