Пĕтĕмĕшле çитĕнÿре уйрăм тĕслĕхсен тÿпи пысăк

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.06.2019, 14:00 Просмотров: 312

Наци сывлăхĕн ыйтăвĕ юлашки çулсенче çĕршыв шайĕпе чи çивĕччисенчен пĕри пулса тăчĕ. Ăна татма пулăшакан чи тухăçлă мел – халăхра сывă пурнăç йĕркине анлăрах пропагандăласси, çынсене массăллă спорт мероприятийĕсене хастартарах явăçтарасси.

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă черетлĕ Çырăвĕнче çынсен пурнăç тăршшĕ вăрăмланнине палăртрĕ. Ырă улшăну пур пулин те, пирĕн хальлĕхе тĕслĕх кăтартакан аталаннă çĕршывсене çитме инçе-ха.

Çитме пулать. Çынсем спортпа ытларах туслашсан. Ку енĕпе те, паллах, ырă туртăмсем пур: юлашки çулсенче спортпа туслисен йышĕ палăрмаллах ÿсрĕ, республикăра ку кăтарту 2018 çулта 43,5 процентпа танлашнă.

Хамăр районта та сывă пурнăç йĕркине сарассипе ĕç анлă пырать. Çулсерен йĕркелекен вуншар спорт ăмăртăвĕнче шкул ачисем, предприяти-организацире тимлекенсем вăй-хала тĕрĕслеççĕ, ÿт-пĕве пиçĕхтереççĕ.

Пĕтĕм çĕршыври «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ», «Нацисен кросĕ» массăллă чупусене хутшăнакансен йышĕ пĕр пинтен те иртрĕ. Район спортсменĕсем республикăра, Раççейре иртекен ăмăртусенче час-часах çĕнтерÿпе савăнтараççĕ.

Пĕтĕмĕшле çитĕнÿре, паллах, уйрăм ырă тĕслĕхсен тÿпи те пысăк. Акă, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче пурнăçланакан калăпăшлă спорт ĕçнех илер. Ĕç çыннисен сывлăхне çирĕплетес, çапла майпа ĕç тухăçлăхне ÿстерес тесе çулталăк тăршшĕпе кунта мĕн тĕрлĕ мероприяти иртмест-ши; Заводра тимлекенсем çăмăл атлетикăра та, йĕлтĕр спортĕнче те, футболра та, волейболра та хастар.

Юлашки виçĕ çулта спортăн тепĕр тĕсне те анлăн сарма тăрăшаççĕ вĕсем. Ку вăл – велочупу. «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркине суйлаççĕ!» – çак ятпа ирттерет ăна заводăн çамрăк ĕçченсен канашĕ.

Кăçал та унта химиксем çеç мар, Вăрнарта пурăнакансем те хастар хутшăннă. Чи кĕçĕн участник – виçĕ çулхи Андрей Суин. Вăл кĕске мар дистанцие ашшĕпе пĕрле тухма пултарнă.

Маршрут районăн илемлĕ вырăнĕсем витĕр выртнă: Вăрнар – Катăш – Кÿлхĕрри – Мăньял Хапăс – Вăрнар.

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни çынсене психологи тĕлĕшĕнчен шанчăклă хÿтĕлениех. Ăс-тăн, ÿт-пÿ сывă пулни – пĕтĕм ĕç ăнăçăвĕ. Спорт стильне тытса пыни вара – сывă ăру йĕркелеме пулăшакан пысăк хăват... Çакăн пек шутлаççĕ те Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн ĕçченĕсем, ыттисене хăйсен тĕслĕхĕпе хавхаланма чĕнеççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика