Степан Илларионович Илларионов Совет Союзĕн Геройĕ ятне илмелĕх паттăрлăх кăтартнăранпа июнĕн 25-мĕшĕнче 75 çул çитрĕ
Пирĕн ентеш Витебск çывăхĕнче Хĕвеланăç Двина юханшывĕ урлă чи малтан ишсе каçнă та фашистсене хирĕç юнлă тытăçăва кĕнĕ. Çавăн чухне вăл тăшманăн 18 салтакĕпе офицерне «леш тĕнчене» ăсатнă, хăй те йывăр аманса госпитале лекнĕ. Шел, тепĕр ик кунран С.И.Илларионов госпитальте вилсе кайнă.
Кивçурт-енĕшсем хăйсен ялĕнче çуралса ÿснĕ паттăра манмаççĕ. Çак эрнере вĕсем Кивçурт Енĕш–Вăрнар–Йĕпреç–Пăкăян маршрутпа авточупу йĕркелерĕç. Унта хутшăннисем (ушкăнра – Кивçурт Енĕш хастарĕсем тата Вăрман Кипек вăтам шкулĕнче вĕренекенсем) малтан Вăрнарти Асăну скверĕнче, чукун çул вокзалĕ умĕнчи Çĕнтерÿ площадĕнче, Йĕпреç поселокĕнчи Астăвăмпа Мухтав паркĕнче, С.И.Илларионов барельефĕ умĕнче митинг ирттерчĕç.
Сквера килнисен умĕнче Йĕпреç район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Горбунов сăмах каларĕ. «Степан Илларионов ячĕ – вилĕмсĕр. Эпир ăна, вăл кăтартнă паттăрлăха чун-чĕресенче тасан упрăпăр. Паттăр 2 чăваш ялĕн мухтавлă ывăлĕ шутланать. Тăван ялĕ ăна сăпка пек сиктерсе ÿстернĕ, вăрманти Бурсак поселокĕнче вăл çĕршывăн шанчăклă хÿтĕлевçи пулма воспитани илнĕ», – терĕ Сергей Валерьевич.
Йĕпреç районĕнчи Геннадий Кузнецов поэт-журналист та сăмах тухса каларĕ, Герой пурнăçĕпе çыхăннă икĕ ял хушшинче çирĕплетнĕ туслăха мухтаса çырнă сăввине вуласа пачĕ.
Вăрман Кипек вăтам шкулĕнче вĕренекенсен ушкăнĕ Геннадий Кузнецовăн «Вилĕмсĕрлĕх» поэминчи (ăна Степан Илларионова халалланă) сыпăкпа паллаштарчĕ.
Вăрнарти Владислав Кудряшов художник Кивçурт Енĕшри музее юлашки çапăçăва кĕнĕ Степан Илларионовăн сăнарне çутатакан картина парнелерĕ.
Авточупу пулас Совет Союзĕн Геройне вăрçа ăстатса янă Пăкăян ялĕнче вĕçленчĕ.
Елена ГОЛУБЦОВА.
Ноябрь 2024 |