ВИЧ-инфекци – пĕтĕм обществăшăн чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Паян çак инкекпе кĕрешме чылай ресурс хывăнать, анчах та инфекци ернĕ тата СПИД-па чирлисен шучĕ ÿссех пырать. Ăна пĕрлехи вăйпа кăна чарма пулать. Кашни çыннăн хăй сывă пулнине пĕлмелле.
ЮНЕЙДС хаклавĕпе, 2018 çулта ВИЧ-па пурăнакан çынсем тĕнчипе 37,9 млн пулнине палăртнă. Раççейре те ВИЧ/СПИД сарăлса пыни çивĕч ыйтусен шутĕнче. Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерствин даннăйĕсемпе, кăçалхи çул пуçламăшĕ тĕлне çĕршывра ку диагнозпа 1 млн çын пурăннă. Чир нумай сарăлнисен шутĕнче 23 регион.
Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн республикăра ВИЧ-инфекциллĕ 2440 çын пурăнни паллă. Чир ытларах Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Çĕмĕрле, Канаш, Шăмăршă тăрăхĕсенче, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар тата Канаш хулисенче анлă сарăлнă. Маларахри çулсенче ку диагноза илнисенчен ытларахăшĕ (80%) 15–29 çулсенчи çынсем пулнă пулсан, кăçалхи вунă уйăхра пуçласа чир ернисенчен 85 проценчĕ – 30–49 çулсенчи çынсем.
Иммунодефицит вирусĕ çыннăн иммун тытăмне айăпласа вăрах чир пуçарать, вилĕм патне илсе çитерме пултарать. Çын организмне пĕрре лексен унта вăл ĕмĕрлĕх юлать. Пĕрремĕш стади нимле паллăсăр иртет. Вăл 3 эрнерен пуçласа сайра хутра çулталăк таран тăсăлать. Çын хăй пĕлмесĕрех ку вăхăтра чире ыттисене те ертет. Уйрăмах вăл çыннăн биологи шĕвекĕсем урлă хăвăрт ерет: юн, ар вăрлăхĕ, хĕрарăмăн ар органĕн шĕвекĕ, кăкăр сĕчĕ урлă.
Хальхи вăхăтра ВИЧ-инфекци ар çыхăнăвĕ урлă, хĕрарăмăн ар органĕн шĕвекĕ, чирлĕ çыннăн юнĕ сывă çынна лекнипе ернине чылай шута илнĕ. Уйрăмах наркотикпе туслисене чир хăвăрт лекме пултарать. Вĕсен иммунитечĕ ахаль те айван.
ВИЧ ерекен тепĕр çул – чир амăшĕнчен çири ачине куçни. Анчах та кунашкал хĕрарăмсем те хăйсене пысăк тимлĕх уйăрсан сывă ача çуратма пултараççĕ.
ВИЧ-инфекцирен сывалма пулмасть. Анчах та вируспа кĕрешекен препаратсене ĕçни, яланах сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыни ĕмĕре вăрăмлатма пулăшать.
Енчен те сирĕн ВИЧ-инфекцие асăрхаттарас, диагностика тăвас тата сипленес тĕлĕшпе ыйтусем пулчĕç-тăк, СПИД-па тата инфекци чирĕсемпе кĕрешекен республикăри центра (Шупашкар хули, Ленин пр., 32-мĕш «А» çурт) килме е ыйтусене http://www.rc-spid.med.cap.ru сайтра пама пултаратăр.
Хальхи вăхăтра республикăра Пĕтĕм Раççейри «Стоп ВИЧ/СПИД» акци пырать. Ун йĕркипе информаципе çутĕç мероприятийĕсем иртеççĕ.
Ирина КОЧЕРОВА,
центрăн пай заведующийĕ.
Ноябрь 2024 |