Чăваш ен стоматологĕсен ассоциацийĕ Раççей Президенчĕн гранчĕ йĕркипе пурнăçлакан акцийĕ Вăрнар районне те çитнĕ.
«Сывă шăлсем – сывă ачасем – сывă наци: ача садĕнчен шкула тата пĕтĕм пурнăç тăршшĕпе» проект республикăра пилĕк çул ĕçлет ĕнтĕ. Ытларикун Шупашкарти 2-мĕш тата 3-мĕш стоматологи поликлиникин тухтăрĕсем-волонтерсем Калининăри, Ярмушкари, Малти Ишекри шкулсенче, Калининăри «Светлячок» ача садĕнче пулнă.
Стоматологсем шăл организмăн кирлĕ пайĕ пулнине, вĕсем сывă пулни çын сывлăхне те сыхланине, тĕрĕс калаçу йĕркелеме пулăшнине палăртнă, ăна мĕнле, хăçан тасатмаллине, усал йăласем мĕнле сиен кÿнине ăнлантарнă.
Асăрхаттаруллă калаçу манăçа ан тухтăр тесе кĕçĕннисене кашни ачана «Пусть ваши зубы будут красивыми» кĕнекесемпе брошюрăсем, аслă класра вĕренекенсене «Стоматологи сывлăхĕн паспорчĕсене» парнеленĕ.
Республикăри ытти медицина учрежденийĕсенчи шăл тухтăрĕсем те районти ытти вĕренÿ организацийĕсенче пулнă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |