Пĕтĕм Раççейри ачасене право пулăшăвĕ памалли кун йĕркипе республикăра, çав шутра районта та, ачасен право пĕлĕвне анлăлатмалли, вĕсене хăйсен прависене хÿтĕлеме вĕрентмелли мероприятисем анлă иртнĕ.
Уйрăм тимлĕхре тăлăх, ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă, опекăра тăракан е социаллă учрежденисенче пурăнакан ачасен, ашшĕ-амăшĕсен е саккунлă представителĕсен ыйтăвĕсене татса парасси пулнă. Район администрацийĕнче, сăмахран, «вĕри лини» ĕçленĕ: йĕркелÿпе кадрсен, юридици службин пайĕн специалисчĕсем ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасен прависемпе тата тивĕçĕсемпе çыхăннă ыйтусемпе консультаци пулăшăвĕ панă. Çавăн пекех опекăпа попечительство секторĕн ĕçченĕсем те граждансене ачасене усрава е çемьене воспитание илес ыйтусемпе йышăннă.
Вĕрентÿ учрежденийĕсенче йĕркеленĕ мероприятисем те ачасен право пĕлĕвне ÿстерес тĕлĕшпе усăллă. Вĕсемпе хăйсен прависене хÿтĕлеме пĕлмелли çинчен калаçнă, ыйту-хурав майĕпе иртнĕ тĕлпулусенче вĕренекенсене пăшăрхантаракан самантсене хускатнă.
Ачасене право пулăшăвĕ памалли кун йĕркипе иртнĕ мероприятисене районти библиотекăсен ĕçченĕсем пысăк тÿпе хывнă. Районти тĕп тата Кÿстÿмĕрти, Малти Ишекри, Калининăри, Çĕньял Хапăсри, Кульцаври, ытти ялсенчи вулав çурчĕсенче шкул ачисемпе калаçу-диалог, презентацисем, право сехечĕсем йĕркеленĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |