Юлашки çулсенче çĕршывра, вăл шутра хамăр республикăра та, ВИЧ-инфекципе чирлекенсен шучĕ ÿссе пырать.
ВИЧ иммун тытăмне сиенленине, ăна пĕчĕккĕн аркатнине, çавна май СПИД (синдром приобретенного иммунодефицита) аталаннине пурте пĕлеççĕ. Çынна вăл ар çыхăнăвĕ, юн урлă, чирлĕ амăшĕнчен ачине ерет.
Ку чир ерни тÿрех палăрмасть, клиника палăрăмĕ – вăтамран 5–8 çул е ытларах та. Çавăнпа та çын хăй чирлине вăрах пĕлмесен те пултарать. ВИЧ-инфекцие юна тĕрĕслеттерни кăна палăртать. Ку тĕпчев тÿлевсĕр, анализа вăрттăн та пама юрать.
ВИЧ-инфекци – сывалайми чир. Препаратсем вируса тĕппипе пĕтермеççĕ, вăл аталанассине чараççĕ çеç. Вируссене хирĕç чирлĕ çыннăн ĕмĕрĕпе сипленме тивет.
Ку чире асăрхаттарас тесен сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, ăнсăртран ар çыхăнăвне кĕме юрамасть, наркотиксене нихăçан та тутанса пăхмалла мар.
ВИЧ-инфекцирен юн анализне Вăрнар район тĕп больницин процедура пÿлĕмĕнче илеççĕ. Хумхантаракан ыйтусемпе СПИД-а асăрхаттаракан тата унпа кĕрешекен республикăри центра çитме те (Шупашкар, Ленин урамĕ, 32-мĕш «а» çурт), шăнкăравласа пĕлме те (8-8352-202086, 62-41-04, 62-41-10) пулать.
Надежда НИКОЛАЕВА,
врач-инфекционист.
Ноябрь 2024 |