Декабрĕн 9-мĕшне ООН Генеральнăй Ассамблейи Коррупципе кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун тесе çирĕплетнĕ.
Ун тĕлне Раççей Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕ обществăри ку киревсĕр пулăма хирĕç пурнăçланă ĕçе пĕтĕмлетнĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра Чăваш енри следовательсем коррупци тĕслĕхĕсемпе пĕлтĕрхи пекех 177 уголовлă ĕç пуçарнă. Чи анлă сарăлнă сăлтавсем те унчченхи çулхипе пĕрешкел: взятка илни е пани пуринчен ытла (90 ĕç), должноç полномочийĕсенчен иртни тата службăри ултав (21-шер), служба вырăнĕпе усă курса çаратни (19) тата улталани (8), должноç полномочийĕсемпе иртĕхсе усă курни (8) тата укçапа сутăнтарни (6). Çавăн пекех преступлени майĕпе «тупнă» укçана легализациленипе, коммерцилле тата налук вăрттăнлăхĕ шутланакан сведенисене саккунсăр усă курнипе çыхăннă преступленисене те тишкернĕ.
Çак тапхăрта коррупцилле 102 пулăм тĕлĕшпе 72 уголовлă ĕç суда янă. Вĕсем тăрăх айăпланаканĕсем – 73 çын. Коррупци, паллах, саккунсăр майпа тупăш илнипе çыхăннă. Çавăнпах вăл пысăк тăкаксем кÿрет. Кăçал суда янă уголовлă ĕçсенче кăна тăкак калăпăшĕ 7,5 миллион тенкĕ ытла. Çаратнă укçа-тенкĕне тавăрас тĕллевпе следовательсем тăхăр уйăхра 13 миллион енне тенкĕлĕх пурлăх çине арест хунă.
Республикăра коррупцилле преступленисемшĕн суд тенкелĕ çине ларнисем хушшинче вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен должноçри çыннисем тăххăрăн (çав шутра – муниципаллă пĕрлĕхсен унчченхи тата хальхи 6 пуçлăхĕ).
«Следстви управленийĕн следователĕсем йĕрке хуралĕн органĕсен сотрудникĕсем коррупципе лекнĕ тĕслĕхсене тишкерессипе те тимленĕ. Киревсĕр ĕçсемшĕн кăçал шалти ĕçсен органĕсен виçĕ сотрудникне, уголовлă пурнăçлав системин тата суд приставĕсен службин должноçри пĕрер çыннине айăпланă. Ку преступленисене йĕрке хуралĕн органĕсен харпăр хăй хăрушсăрлăх подразделенийĕсемпе тачă çыхăнура тимлени тупса палăртма май панă. Асăннă ведомствăсен ертÿçисем коррупцие хирĕçле принципиаллă позици йышăнни те пĕлтерĕшлĕ», – пĕлтерет Çĕмĕрлери районсем хушшинчи следстви пайĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |