Чирсене асăрхаттарассине вăйлатасси, халăхăн ытларах пайне врачсен тĕрĕслевĕ витĕр кăларасси – çак ыйтусене сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем тимлĕхре тытаççĕ.
Чирсен профилактики, профосмотрсем, диспансеризаци – «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн тĕп тĕллевĕсем.
Кăçал Вăрнар район тĕп больници 5030 çынна врач тĕрĕслевĕ витĕр кăларма планланă, больницăна çын ытларах килнĕ. Аслă ÿсĕмри çынсем хушшинче палăртнă чирсен тытăмĕ çакнашкалрах: юн çаврăнăшĕн чирĕсем – 44,7 процент, эндокрин тытăмĕн чирĕсем – 10,6 процент, вар-хырăм органĕсен чирĕсем – 9 процент, сывлав органĕсен чирĕсем – 4 процент, шăк çулĕсен чирĕсем – 7,9 процент, ытти чирсем – 13,5 процент.
Вунпĕр уйăхра диспансеризаци программипе харпăр хăй сывлăхне 6314 çын тĕрĕсленĕ: 2570 арçын, 3744 хĕрарăм.
Диспансеризаци кăтартăвĕсемпе 1071 çынна (385 арçынна тата 686 хĕрарăма) тĕплĕнрех тĕрĕсленме янă.
Диспансеризаци вăхăтĕнче пуçласа 367 чире тупса палăртнă, 165 пациента диспансер учетне илнĕ. Тин тупнă чирсем хушшинче те юн çаврăнăшĕн чирĕсем ытларах – 134, эндокрин тытăмĕн чирĕсем – 108, вар-хырăм органĕсен чирĕсем – 33, шăк çулĕсен чирĕсем – 27, шыçăсем – 5, сывлав органĕсен чирĕсем – 15.
Профилактика тĕрĕслевĕ тăрăх сывлăх ушкăнĕсене палăртнă. 1-мĕш ушкăна – сыввине – 1571 çын, 2-мĕш ушкăна – организмра улшăнусем пуррине – 372 çын, 3-мĕш «а» тата «б» ушкăнсене – вăрах чирпе аптăраканнисен йышне – 3160 çын кĕнĕ.
3-мĕш «а» тата «б» ушкăнри пациентсем диспансер асăрхавĕнче тăраççĕ. Вĕсенчен 1627-шне диспансеризаци планне кĕмен хушма тĕрĕслев валли направленисем панă.
Районти сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем больницăна пачах çÿремен çынсен сывлăхне тĕрĕслессине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Юлашки уйăхсенче, акă, куçса çÿрекен мобильлĕ комплекса пула аякра вырнаçнă ялсенчи 300 ытла çынна профосмотр тума пултарнă.
Профилактика тĕрĕслевĕ витĕр 8090 ачана кăларнă. Сывлăх тĕлĕшĕнчен ушкăнсене уйăрас пулсан, 1-мĕш ушкăна 1241, 2-мĕш ушкăна 6325, 3-мĕш ушкăна 454, 4-мĕш ушкăна 5, 5-мĕш ушкăна 63 ачана кĕртнĕ. Юлашки ушкăнрисем – педиатрсен яланхи тимлĕхĕнче.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин та, Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та халăхăн сывлăхне çирĕплетессине патшалăхăн политикин приоритетлă ыйтăвĕсем шутне кĕртеççĕ. Ку çул-йĕре «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектĕнче те палăртнă. Чир-чĕре асăрхаттарассин, вăхăтра сипленессин тĕп мелĕ – диспансеризаци. Эппин, палăртнă çулсенче ăна кашнин вăхăтра тухмалла.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |