Пĕлĕве ÿстерме

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.12.2019, 09:19 Просмотров: 283

Чăваш енре «Ачасен çулсем çинчи хăрушсăрлăхĕ» Пĕтĕм Раççейри акци старт илнĕ.

Çул-йĕр правилисен пĕлĕвне ÿстерес тĕллевлĕ интернет-акци çитес çулхи мартăн 30-мĕшĕччен иртет. Конкурса хутшăнма регистраци тÿлевсĕр, кăмăл тăвакансен БезАварий.РФ сайтра уйрăм кабинет уçмалла. Шкул ачисене вĕрентекен е ашшĕ-амăшĕ регистрацилеме пултарать. Çапла вĕсен хăйсен ĕçĕсене уйрăм кабинетра вырнаçтарма тата редакцилеме май пур. Проект йĕркипе кирек мĕн чухлĕ материал вырнаçтарма юрать.

Сайтра кунсеренех «Çул-йĕр паллисем», «Çул-йĕр правилисем», «ПДД билечĕсем» евĕр рубрикăсенче вĕрентÿллĕ материалсем кăлараççĕ. Конкурса хутшăнакансен вĕсемпе паллашмалла тата заданисене пурнăçламалла: сăмахран, сăвă шăрçаламалла, акци эмблемин е паллин дизайнне сĕнмелле, хăрушсăрлăх темипе пĕр-пĕр сăнÿкерчĕк тумалла т.ыт.те.

Заданисене пурнăçланăшăн уйрăм кабинетра конкурсанта балсем хушса параççĕ, çĕнтерÿçе чи хастаррисем хушшинче палăртĕç. Акцие çитес çулхи апрельте пĕтĕмлетеççĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика