Çĕнĕ çул символне хатĕрлеме вăхăт

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.12.2019, 09:19 Просмотров: 336

Вăрнарти историпе краеведени музейĕнче ал ĕçĕсен мастер-класĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.

Тĕрĕссипе, харпăр хăй аллипе ăсталанă япаларан ырри, пахи мĕн пултăр? Юнкун, акă, музей директорĕ Елена Шарипова кăмăл тăвакансене Çĕнĕ çул символне хатĕрлес ĕçе пухрĕ. Çавра сĕтел хушшинче вĕсем тем самантра çăраççисем хумалли «шăшие» çĕлерĕç те. Хĕрарăмсем ал ĕçĕ хăйсене тыткăнланине, кăмăлĕсене çĕкленине пытармарĕç. Вĕсем çитес эрнере, декабрĕн 20-мĕшĕнче, «енчĕк-шăши» ăсталас мастер-класа та хутшăнасшăн.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика