Депутатсен районти Пухăвĕн кĕçнерникун иртнĕ ларăвĕ савăнăçлă самантран пуçланнă.
Унта чĕннĕ çамрăксемшĕн уйрăмах пăлхануллă пулнă вăл. Тин çеç 14 çул тултарнăскерсем хăйсем Раççей гражданинĕ пулнине ĕнентерекен документа пĕрремĕш хут алла илнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, депутатсен ячĕпе Пуху председателĕн заместителĕ Сергей Анисимов, полицин «Вурнарский» пайĕн полици пуçлăхĕ Дмитрий Фирсов тата миграци ыйтăвĕсемпе тимлекен пай пуçлăхĕ Юлия Ильина пурнăçри пĕлтерĕшлĕ пулăмпа саламланă май, çамрăк граждансене Тăван çĕршыва юратма, унăн çитĕнĕвĕсемпе тата мухтавлă çыннисемпе мăнаçланма, чăн-чăн патриотсем пулма суннă. Паспортсене пысăк патшалăх уявĕнче – Раççей Конституцийĕн кунĕнче – пани те çак саманта вĕсемшĕн яланлăхах асра хăварĕ.
Лару кун йĕркинчи пилĕк ыйтăва пăхса тухнипе тăсăлнă. Депутатсем малтанах Вăрнар район Уставне улшăнусем кĕртессине йышăннă. Çавăн пекех вĕсем çитес тата планпа пăхнă 2021–2022 çулсем валли бюджет виçисене те çирĕплетнĕ. Кăтартусене ларуччен маларах уçă итлевпе тишкерсе йышăннă. Çапла майпа çитес çул район бюджечĕ 698661621 тенкĕпе, 2021-мĕшĕнче – 596918496,9 тенкĕпе, 2022 çулта 607988555,89 тенкĕпе танлашмалла.
Финанс пайĕн пуçлăхĕ Гузалия Салахова ăнлантарнă тăрăх, бюджет виçисене экономикăн пулас ăнăçлă аталанăвĕн кăтартăвĕсене никĕсе хурса йĕркеленĕ. Тавăрса памалла мар субсидисем, сăмахран, 2020 çулта кăçалхинчен 25,5 % ытларах (516491,7 пин тенкĕ) пырса кĕмелле. Налуксем те 7, 7 процент нумайрах пухăнмалла.
Тăкаксем пирки калас-тăк, укçа-тенкĕн ытларах пайне социаллă ыйтусене татма яма палăртаççĕ.
Ларура кунсăр пуçне районăн хăшпĕр пурлăхне поселенисен харпăрлăхне куçарассипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе явнă, муниципаллă пурлăх приватизацийĕн прогнозлă планне те çирĕплетнĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |