Куçа-куçăн калаçни тухăçлă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.12.2019, 09:23 Просмотров: 407

Кĕçнерникун, Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕнче, пĕтĕм çĕршыври пекех Вăрнар районĕнче те Пĕтĕм Раççейри граждансене йышăнмалли кун иртрĕ.

Çынсене мĕн хумхантарать-ха – çакна район администрацийĕн пуçлăхĕпе куçа-куçăн иртнĕ калаçăвĕсенче аван туйма пулчĕ. Ытти çулсенчи пекех ыйтусен пысăк пайĕ çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе çыхăнчĕ. Вăрнарти Коммунальнăй тăкăрлăкри 10-мĕш çуртра пурăнакансем, акă, юхăннă çуртран хăтлă условисене пурăнма куçас ĕмĕтпе ятарлă федераллă программăна кĕресшĕн. Ашмаров урамĕнчи 6-мĕш çуртра пурăнакансен те ыйту пур, ăна çĕрĕшнисен шутне кĕртнĕ, анчах та хальлĕхе 2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн аварийлă тесе йышăннă çуртсем тĕлĕшпе адреслă программа йышăнман-ха.

Калининăра пурăнакан çыннăн та хумханăвĕ çакнашкалрах пулчĕ. Ун пÿртне пурăнма тата юсама юрăхсăр тесе йышăннă. Анчах та ăна «Граждансене Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă аварийлă çурт-йĕр фондĕнчен куçарасси» адреслă программăна кĕртме техника пĕтĕмлетĕвĕ кирлĕ. Çитменнине, ку саккун нумай хваттерлĕ çуртсене кăна пырса тивет.

Халăх пурăнакан вырăнсене хăтлăх кĕртесси те – яланхи ыйтусен шутĕнче. Кунашкаллисем хальхинче те пулчĕ. Поселокра пурăнакансем, акă, Тракторнăй тăкăрлăка çутăрах курасшăн, тротуарсем тăрăх утасшăн. Çавăн пекех çынсене районти сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ те хумхантарать тата ытти те.

Ашмаров урамĕнчи 13-мĕш çуртри çамрăк хĕрарăмăн ыйтăвĕ, тĕрĕссипе, кунта пурăнакансене пурне те пырса тивет. Канализаци йĕркеллĕ ĕçлеменрен пăрăхсем час-часах каяшпа тулса лараççĕ. Çурт нихăш управляющи компани çинче те шутланса тăмасть, çавăнпа та коммунальщиксене чĕнсе ирттернĕ ĕçшĕн пĕр-ик çемье кăна хăй укçине тÿлет. «Пурин çине те ниепле те пайлама май çук-шим?» – пăшăрханчĕ йышăнăва килнĕ çын. Хурав-сĕнĕве пурте шута илсен аван: «Пĕрлехи пуху ирттермелле, çурта тытса тăрас меле суйламалла».

Леонид Николаев йышăнăва килнĕ кашни çынпа уççăн калаçрĕ, тĕплĕн ăнлантарчĕ, вăл е ку ыйтупа телефонпа компетентлă сăпатсемпе те çыхăнчĕ.

Виçĕмкун кашни çыннах хăйĕн чĕрери ыйтăвĕсемпе ĕç тăвакан влаçăн мĕнпур органне çитме пултарчĕ.

Паллах, паянхи кун йышăну пÿлĕмĕсем умĕнче черет капланнине кураймăн. Виçĕмкунхи – влаç патне тухмалли мелсенчен пĕри çеç. Хальхи саманара ку тĕлĕшпе чăрмав çук. Влаç представителĕсем çынсене йышăнассине тăтăш йĕркелеççĕ. Çавăн пекех вĕсем патне çырупа, электронлă майпа та тухма пулать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика