Чăрăшсем шанчăклă хÿтĕлевре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.12.2019, 09:00 Просмотров: 236

Хĕллехи тĕп уяв çывхарнă май «браконьерсем» çутçанталăка сăтăр туни чи çивĕч ыйту пулса тăрать. Сăмах вара чĕрчунсене тĕп туни пирки мар, йывăçсене шар кăтартни пирки пырать.

Шăпах вĕсем ешĕл симĕс чăрăшсене касма «сунара» тухаççĕ. Хăшпĕр явапсăр граждансем Çĕнĕ çул чăрăшне туянса тăкакланасшăн мар вĕт – вăрттăн касса килетпĕр те пĕр пус та пĕтерместпĕр, теççĕ. Анчах вĕсен ăссăрла хăтланăвĕ вăрман хуçалăхне çав тери пысăк сиен кÿрет. Чи пăшăрхантараканни – сăтăрçăсем çамрăк чăрăшсене килĕштерни. Çапла пулас вăрмансене тĕппипе касса пĕтереççĕ.

Çамрăк йывăçсене «браконьерсенчен» хÿтĕлессипе кăçал та тимлĕ ĕçлеме, çирĕп сыхлама палăртатпăр. Республикăра, çав шутра хамăр районта та, Чăваш ен Çутçанталăк министерствин вăрман хуралĕ вăйлатнă йĕркепе тимлет. Саккуна пăсакансене пуçран шăлмĕç: вĕсен чăрăш туянма хĕрхеннĕ укçаран чылай пысăкрах штрафсем тÿлеме тивет. Çĕнĕ çул чăрăшĕсене саккунсăр майпа сутса тупăш илес шухăшлă «бизнесменсем» тĕлĕшпе явап тата çирĕпрех. Вĕсем тĕлĕшпе административлă мар, уголовлă ĕç те пуçарма пултараççĕ.

Хаваслă уяв умĕн пăтăрмахлă лару-тăрăва лекес мар тесен район çыннисене чăрăш туяннă чух «шанчăксăр» сутуçăсенчен сыхланма сĕнетпĕр. Алла пуртă тытса çамрăк чăрăшсене хăвăр тĕллĕн касассинчен – пушшех те. Кашни хуларах, поселокрах чăрăш пасарĕсем ĕçлĕç – Çĕнĕ çул чиперккине унта туянни чи шанчăкли. Курттăм суту-илÿпе тимлес текенсен ку ыйтупа Чăваш ен Çутçанталăк министерствипе çыхăнмалла.

Л.ИВАНОВ,

лесничий.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика