Асăрханни нихăçан та пăсмасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.12.2019, 09:01 Просмотров: 290

Çĕнĕ çула кĕресси нумай та юлмарĕ. Пурте уява чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, савăнса хатĕрленеççĕ. Ачасемшĕн те, аслисемшĕн те уяв хаваслăхĕ фейерверксемпе, петардăсемпе тата бенгаль çутисемпе çыхăннă. Çавăнпа праçниксем умĕн ку тавар чи сутăнаканни. Анчах вĕсем, асăрхануллă пулмасан, сывлăхшăн та, пурнăçшăн та пысăк хăрушлăх кăларнине манмалла мар.

Пиротехника изделийĕсене туяннă тата усă курнă чух хăрушсăрлăх правилисем ыйтнине çирĕп пăхăнмалла. Вĕсен этикетки çинче кăтартнă инструкцие тепĕр хут вуласа тухма нихăçан та ан ÿркенĕр. Мĕншĕн тесен унччен усă курнă, пĕлекен пек туйăнакан фейерверк тĕсĕн те хăйĕн уйрăмлăхĕсем пулма пултараççĕ. Тÿрех палăртса хумалла: фейерверка хăш вырăнта «вĕçтеретĕр», пиротехника изделийĕсен хăш тĕсĕпе усă куратăр тата çынсене кăтартассине мĕнле йĕркелетĕр. Вăйлă, кассăн-кассăн çил вĕрсен фейерверк яма юрамасть. Куракансен хăрушсăрлăхĕ те уйрăм тимлĕхре пулмалла: вĕсен 30–50 метртан çывăхра тăмалла мар.

Пиротехника изделийĕсене туянаканăн чи малтан сутуçăн сертификат пуррипе кăсăкланмалла. Ку документра вырăс чĕлхипе çырмалла, производителĕн адресне тата телефонне кăтартмалла. Фейерверксене продукцин шанчăклă сыхлăхне тивĕçтерекен официаллă суту-илÿ вырăнĕсенче – ятарлă лавккасенче, павильонсемпе киосксенче – кăна туянăр.

Тĕркем пахалăхне тĕрĕслени те пăсмасть: ун çинче йĕпеннĕ, шăтнă-çурăлнă вырăнсем пулмалла мар.

Фейерверксем ачасем çитеймен вырăнта, ăшă пÿлĕмре (унсăрăн нÿрелме пултарать) упранмалла. Нÿрĕ фейерверксене ăшă приборĕсем çинче типĕтме вуçех юрамасть. Çавăн пекех вĕсене йĕпе е 300С градусран вĕрирех, питĕ типĕ пÿлĕмре, хăвăрт хыпса илекен япаласемпе ăшă приборĕсем çывăхĕнче упрани те хăрушă.

Фейерверка янă чух хăрушсăрлăх правилисене пĕр чăрмавсăр пăхăнни пĕлтерĕшлĕ. Сăмахран, эрех ĕçнĕ çын пиротехника çывăхне те ан пытăр. Фейерверк янă май автомобильпе пынă чухнехи пекех реакци кирлĕ. Ку ĕçе пурнăçлаканăн пиротехника изделине инструкципе килĕшÿллĕн палăртнă вырăнта шанчăклă çирĕплетмелле, кĕтмен лару-тăру тухсан аякка пăрăнма хатĕр пулмалла. Чĕртсе янă самантра ăна алра ан тытăр, ан пĕшкĕнĕр. Пиротехника изделийĕ çывăхне çунса пĕтсен 10 минут та пулин иртмесĕр пыма юрамасть.

Салютсене хытă та тÿрĕ вырăна лартни шанчăклă. Пысăках мар лаптăк йышăнакан хатĕрсене айăккисенчен çĕрпе е юрпа сапса çирĕплетмелле – çакă вĕсене ÿпĕнсе каяссинчен хÿтĕлет. Унсăр пуçне, ракетăсемпе вĕçекен фейерверксене пурăнмалли çуртсенчен, хуралтăсенчен, уçă чартаксенчен аякра кăна яма юрать.

Пиротехника изделийĕсемпе усă куракансен мĕнле тĕп чарусене пăхăнмалла-ха? Чи малтанах вĕсене сывлăша яриччен те, кайран та салатма, конструкцине улăштарма юрамасть. Енчен те пиротехника фителĕ сÿнчĕ е çунса кайрĕ, хăй ĕçлемерĕ пулсан тÿрех çывăха ан пырăр. 10 минутран кая мар кĕтнĕ хыççăн аялалла пĕшкĕнмесĕр тимлĕ сăнăр, тĕлкĕшекен пайсем çуккине тĕрĕслĕр.

Ним те çунмасть пулсан кăна фейерверка пухса тĕп тумалла. Малтан 24 сехетрен кая мар шывра тытăр, хыççăн тин йăла каяшĕсемпе пĕрле тухса пăрахăр. Ан манăр: пиротехникăна кăвайтра çунтарма юрамасть. Пушар тухсан шăнкăравламалли пулăшу номерĕсем: мобильлĕ çыхăну операторĕсенчен – «101», стационарлă телефонсенчен – «01».

Алексей ПЕТРОВ,

асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика