Вячеслав Авенирович Моськин Хапăсра çуралса ÿснĕ. Ялти вăтам шкулта вĕреннĕ, 1987 çулта Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче пĕлÿ илме тытăннă. Пĕрремĕш курс хыççăн çара кайма ят тухнă.
Хĕсметре Кострома облаçĕнчи ракета чаçĕнче тăнă вăл.
«Пирĕн тивĕç – ракетăсене пуйăс çине вырнаçтарса маскировка тăвассиччĕ. Ротăра ытларах чăвашсем пулнăран-и, тен, служба йывăрлăхне туйман, пурте туслă пулнă. Пирĕн алăра мĕнле хăватлă хĕç-пăшал пулнине ăнланнă эпир, йĕркене çирĕп тытнă. Хальхи пек астăватăп: кашни ракетăн хăйĕн расчет – пурте çар училищинче ятарласа вĕреннисем. Вĕсемех тренировкăсем ирттернĕ, приборсем умĕнче сăнанă. Техникум е институт хыççăн службăра тăракансем çав расчетсене кĕнĕ. Эпир, шкул хыççăнхисем, сыхлавра, ракетăсене ангара е пуйăс платформисем çине вырнаçтаракансем пулнă. Чаçре йĕркелĕхе тытса пырасси, йăла-хуçалăх ыйтăвĕсемпе тимлесси – пирĕн, «срочниксен», ĕçĕччĕ, – каласа парать Вячеслав Авенирович. – Манăн асатте, Герман Николаевич Моськин, акă, Сталинграда хÿтĕлес çапăçусене хутшăннă. Атте, Авенир Германович Моськин, служба вăхăтĕнче Байконура лекнĕ, ракетăсем космос карапне уçлăха хăпартнине хăй куçĕпе сăнама пултарнă. Пирĕн патра вара, Турра шĕкĕр, ракета янă пекки (имитаци) анчах пулнă. Чăн-чăн ракета яни вăрçă патне çитернĕ – эпир çавна ăнланнă».
Çартан таврăнсан Вячеслав Авенирович институтри вĕренĕве малалла тăсать. «Инженер-механик» специальноçе илсе тăван Чапаев ячĕпе хисепленекен колхозра техника хăрушсăрлăхĕн инженерĕнче ĕçлеме пуçлать. Çулталăкран хастар çамрăка Вăрнарти милици уйрăмне йышăнаççĕ. 1993–1997 çулсенче вăл – Уравăш ял Совечĕн участковăйĕ. Пĕлĕве анлăлатать – Шупашкарти Милици шкулĕнчен вĕренсе тухать. Каярахри ĕçĕ-хĕлĕ ГАИ тытăмĕпе çыхăннă: малтанах патруль службинче вăй хунă, 2004 çулта Право тата управлени академийĕн юридици факультетне пĕтерсен районти ГИБДД уйрăмĕн техника тивĕçтерĕвĕн тата регистраци пайне ертсе пыма шанаççĕ. Кунта ĕçе Вăрнар, Элĕк, Муркаш районĕсемпе йĕркелесе пынă.
Пушă вăхăт сахал пулсан та, Вячеслав Авенирович тăван шкула тăтăшах килсе çÿренĕ: ачасене патриотла воспитани парассине хастар хутшăннă, çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх пирки калаçусем ирттернĕ.
Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче 20 çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунă хыççăн тивĕçлĕ канăва тухнă. ,çне кура мухтавĕ. Унăн кăкăрĕ çинче «Службăра палăрнăшăн» 2,3 степень, «ГИБДД службинче палăрнăшăн», ГИБДД тытăмĕн юбилейлĕ медалĕсем, ытти мухтав паллисем йăлтăртатаççĕ. Унсăр пуçне ăна район тата республика шайĕнчи ведомство грамотисемпе чылай чысланă.
Паянхи кун ГИБДД ветеранĕ Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн хурал пайĕнче ĕçлет.
А.ХАПĂС.
Ноябрь 2024 |