Малашне таксофонсенчен Раççейри мĕнпур номерсем çине тÿлевсĕр шăнкăравлама май пулĕ, пĕлтерет «Ростелеком».
Кăçалхи ноябрьтен Раççей çыхăну операторĕсен мобильлĕ номерĕсем çине зонăри тата хуласем хушшинчи шăнкăравсемшĕн тÿлев илессине пăрахăçланă. Çапла майпа, универсаллă çыхăну тивĕçтерĕвĕн таксофонĕсенчен халĕ çĕршыври кирек мĕнле стационарлă тата мобильлĕ телефонсен номерĕсем çине тÿлевсĕр шăнкăравлама май пур.
«Ростелекомăн» – универсаллă тивĕçтерĕвĕн пĕртен-пĕр операторĕн – Раççейре пĕтĕмпе 148 пин таксофон ĕçлет. Вĕсене çĕршыври халăх пурăнакан 131 пин вырăнта вырнаçтарнă, 118 пинĕшĕ е 80 проценчĕ – 500 çынран сахал пурăнакан поселоксем, ялсем, станицăсемпе аулсем.
«Эпир универсаллă çыхăну тивĕçтерĕвĕпе усă курасси çăмăллантăр тата ансатлантăр тесе тăрăшатпăр. Кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕнчен «Ростелеком» таксофон карттисĕрех çĕршыври кирек мĕнле стационар телефонĕ çине те пач тÿлевсĕр шăнкăравлама май туса пачĕ. Ноябрĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕ утăм – Раççейри мĕнпур мобильлĕ оператор номерĕсемпе çыхăнассин тÿлевне пăрахăçлани. Тата маларах эпир Wi-Fi точкăсенчи интернет çыхăнăвĕшĕн илме пăрахнă. Универсаллă тивĕçтерÿсен кирлĕлĕхĕ ÿсессе тата вĕсем ял çыннисен йăлари ыйтăвĕсене – çывăх çыннисем патне шăнкăравланинчен тытăнса «Госуслуги» порталти ĕç таранах – татса пама пулăшасса шанатăп», – пĕлтерет «Ростелеком» президенчĕ Михаил Осеевский.
Универсаллă таксофонсем чи малтанах социаллă функцие пурнăçлаççĕ – вăл аякра е çитме кансĕр вырнаçнă ялсенчи пĕртен-пĕр çыхăну мелĕ. Вĕсенчен килекен шăнкăравсен пысăк пайĕ васкавлă пулăшăва, полицие, пушар службине чĕннипе, антитеррорла ĕçсемпе çыхăннă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |