Пулăшупа усă кураççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.12.2019, 09:03 Просмотров: 330

Чăваш енре республикăри амăшĕн (çемье) капиталне тÿлесси малалла пырать.

2019 çул пуçланнăранпа ку капиталпа 1579 çемье усă курнă. Пĕтĕмпе 109,5 млн тенкĕлĕх. Вĕсенчен 65,7 проценчĕ патшалăх пулăшăвĕпе çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма усă курнă. 34,3 проценчĕ – ачисене вĕрентме.

Вăрнар районĕнче амăшĕн капиталĕн укçи-тенкипе усă курма 60 заявлени пулнă. Пĕтĕмĕшле сумма – 3,5 млн ытларах тенкĕлĕх.

Кăçал республикăри амăшĕн (çемье) капиталне тÿлеме бюджетран 120 млн тенкĕ уйăрнă.

Халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен районти пай пуçлăхĕ Ирина Смолина республикăри амăшĕн (çемье) капиталĕн укçи-тенкипе пурнăç условийĕсене лайăхлатма, ачисене вĕрентме, сусăр ачасен социаллă адаптацийĕ валли таварсем туянма тата тивĕçтерÿсем илме усă курма юранине аса илтерчĕ.

Республикăри амăшĕн капиталне çемьери виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасемшĕн параççĕ.

Ку категорири çемьесем çавăн пекех уйăхсеренхи укçа тÿлевне те тивĕçеççĕ. Ноябрьте ăна 3976 çынна 42,14 млн тенкĕ тÿленĕ. Çулталăк пуçланнăранпа – 497,57 млн тенкĕ.

Çакна та пĕлтермелле, çулталăк пуçланнăранпа республикăра 6933 çемье нумай ачаллă çемьен удостоверенине илнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика